Чăваш чӗлхи кунӗсем районсенче иртеççӗ
Чистай районӗнче Чăваш культурин уйăхлăхӗ пынă хушăра Анат Кăтратари Культура çуртӗнче «Яланах янра чăваш чӗлхи» сасăллă вулав (громкие чтения) иртнӗ. Çак мероприятие Чăваш чӗлхин кунне халалланă.
Клуб ӗçченӗсем малтан ачасене чăвашсене çутта кăлараканӗ, чăваш алфавичӗн авторӗ Иван Яковлевич Яковлев çинчен каласа панă. Мероприятие хутшăнакансем чăвашсене ырлăха, туслăха, ӗçченлӗхе вӗрентекен Ылтăн кӗнеке çинчен легендăпа паллашнă. Çак Ылтăн кӗнекене халăха ырă Улăп шыраса тупса панă.
Ачасене вӗренме кăсăклăрах пултăр тесе Иван Яковлев нумай юмахпа калав çырнă. Сасăллă вулавра ачасене «Чăлха çыхни çинчен», «Кулачă», «Шăши уçăлма тухнă» калавсене вуласа панă.
Унтан уяв режиссерӗ И.Я.Яковлева халалланă кӗнеке куравӗпе паллаштарнă.
Алевтина Нухратова, автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев