Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхи уявӗнче иртнӗ мастер-класс

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Енри Патăрьелӗнче Чăваш чӗлхи кунне халалланă Регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Мероприяти Ача-пăча искусствин шкулӗнче иртнӗ.

Кăçал конкурса 162 коллектив тата уйрăм юрлакансем, çавăн пекех 72 художник, пӗтӗмӗшле 500 ытла çын хутшăннă. Вӗсем Чăваш Республикин муниципалитечӗсенчен, Шупашкартан тата Çӗнӗ Шупашкартан, çавăн пекех Тутарстанран, Ульяновск тата Чулхула облаçӗсенчен, Пермь тата Мускав хулисенчен килсе çитнӗ конкурса.

Мероприятире Пăва хулинчи 1№ ача-пăча искусство шкулӗн вӗрентекенӗ Павел Ярхунов тăмран ăсталас енӗпе мастер-класс ирттернӗ. Ачасене вăл тăм пахалăхӗпе палаштарса кайăк евӗрлӗ шăхлич тума вӗрентнӗ.

Мастер-класс хыççăн Павел Ярхунова Тав çырăвӗ панă.

П.Ярхунов сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: творчество