Чăваш Ен Пуçлăхӗ çуралнă ачасене парнесем парӗ
Кăçалтан Чăваш Республикинче çут тĕнчене килнĕ ачасем республика Пуçлăхĕн Олег Николаевӑн парнине тивĕçӗç
Çакăн çинчен «Пуринчен малтан. Çывăрса юлмасан» телеграм-канал пӗлтерет. Регион ертӳçин телеграм-каналĕнче парне курупкинче мĕнле япаласем пулмаллине палăртас тĕллевпе ыйтăм та ирттернĕ. Сасăлава пĕтĕмлетнĕ. Çынсен суйлавĕ тăрăх, тин çуралнă пепкесен амăшĕсене çакнашкал парнесемпе савăнтарĕ Олег Николаев: чăваш тĕррипе эрешленĕ вырăн çиттипе, тĕрлесе илемлетнĕ ал шăллипе, салам çырăвĕпе тата «Чăваш Енре пурӑнакан халăхсен юмахĕсем» кĕнекепе. Парнесене ҫӗртме уйăхĕнче валеҫме пуҫлӗҫ. Вӗсене кӑҫал ҫуралнӑ кашни ача тивĕçӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев