Чăваш Енре пăшисемпе хир качакисем йышланнă
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Енре пăшисемпе хир качакисем йышланнă

Чăваш Ен вăрман халăхне март уйăхӗн 15-мӗшӗччен шутласа пӗтерсен сунар валли квота уйăрӗç.

Чăваш енра хальхи вăхăтра вăрмансенчи чӗрчунсене шутланине пӗлтереççӗ вырăнти хыпар хатӗрӗсем. Мӗнле тата миçе чӗрчун пурăннине вӗсен çулӗсем çинчи йӗрсем тăрăх тата хытă сасăпа хăваласа шута илӗç. Юлашки вăхăтра кунти вăрмансенче пăшипе хир качакисем йышланни, хир сыснисем чакни сисӗнет-мӗн. Браконьерсемпе кӗрешнипе, биотехника мероприятийӗсем ирттернипе çыхăннă иккен ку. 


общество

Нет комментариев