Чăваш Енре Пушкăртстан чăвашӗн куравӗ уçăлнă
Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Пушкăртстанра пурăнакан пӗртен-пӗр чеканистăн, чăваш художникӗн Анатолий Витальевич Яковлевăн «Путешествие к истокам» экспозици ӗçлеме пуçланă. Ăна чăваш литературин классикӗ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă.
Курав сентябрӗн 14-мӗшӗччен ӗçлет. Курма килекенсем К.Ивановăн «Нарспи» поэмипе хавхаланса чеканкă техникипе тунă ӗçсемпе, чăваш халăхӗн паллă çыннисене (И.Я.Яковлева, М.К.Çеçпӗле тата А.Г. Николаева) халалланă композицисемпе, чăваш наци тумне тăхăннă хӗрарăм сăнарӗсемпе тата ытти ӳнер хайлавӗсемпе паллашма пултараççӗ. Ӗçсене ӳнер искусствин тӗрлӗ жанрӗпе – живопиь, графика, чеканка – хатӗрленӗ.
Чăваш наци библиотекин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев