Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш музыкин фестивалӗ уçăлнă

Шупашкарти «Волга Опера» театрта канмалли кунсенче Чăваш музыкин XV фестивальне Федор Васильевăн легендарлă «Шывармань» опери уçнă.

«Шывармань» спектакль театршăн питӗ пӗлтерӗшлӗ: шăпах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗн историйӗ 1960 çулта унран пуçланнă. Постановка каллех ăрусене пӗрлештернӗ: сцена çине паллă артистсемпе пӗрле пӗрремӗш хут çамрăк артистсем те тухнă.

Театрăн нумай функциллӗ залӗнче ӳнер ӗçӗсен куравӗ ӗçлеме пуçланă.

Экспозицире И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн ӳнер тата музыка пӗлӗвӗ факультечӗн студенчӗсен картинисемпе паллашма пулать. Курава «Волга Опера» театрпа университет  килӗштерсе ӗçленипе уçнă.

Фестиваль программи тӗрлӗ енлӗ тата питӗ пуян. Февралӗн  19-мӗшӗнче 18:30 сехетре  Г. Хирпӳн «Нарспи» оперине, февралӗн 27-мӗшӗнче 18:30 сехетре А. Галкинăн «Аттила. Рождение легенды» балетне кăтартӗç. Февралӗн  28-мӗшӗнче 18:00 сехетре  Тутарстан республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, паллă баянист Айдар Гайнуллин хутшăннипе гала-концерт иртет.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура #Фестиваль