Чăваш Паснапуç ачисем тӗрлеме вӗрентеççӗ
Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул – ача сачӗн пӗчӗк тӗрӗçисем «Бэз берге» халăх пултарулăхӗн ача-пăча конкурсӗн финалӗнче палăрчӗç. Ноябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанти 107-мӗш гимназире иртнӗ финала хальхинче районти Кӗçӗн Чăнлă шкулӗпе пӗрле чăваш тата тутар халăхӗсен туслăхне кăтартакан ал ӗçӗсен пӗрлехи курав экспозицийӗпе хутшăнчӗç кăна мар, «Чи лайăх курав экспозицийӗ» номинацире 2-мӗш вырăн йышăнчӗç. Аса илтеретпӗр, малтан район, унтан зона тапхăрӗсене ăнăçлă хутшăнса финала тухнă вӗсем.
«Без бергэ» республика конкурсӗнчи çӗнтерӳ чăвашпаснапуçсен пӗрремӗш мар – черетли. Вӗсен пултарулăхӗпе ТР Раисӗ Рустам Минниханов та паллашнăччӗ. Чăваш тӗрӗçисем хальхинче те акă курав йӗркеленипе кăна çырлахман. 3-мӗш класри Ульяна Гуряшкина, Агния Запасова тата 4-мӗш класри Матвей Васильев пухăннисене чăваш управçи (оберег) тӗрлеме вӗрентнӗ. Пӗчӗк аллисенче йӗппе-çип мӗнле выляса тăни пурне те кăмăлне кайнă.
Тӗрӗссипе, Чăваш Паснапуç ачисем чăваш тӗррине вырăнти пуçламăш шкул-ача садӗнче 2021 çултанпа тӗрлеççӗ. Хăйне евӗрлӗ класс тулашӗнчи вӗренӗве ăста педагог Галина Васильевна Кудряшова ертсе пырать. Чăваш тӗррисен каталогне те тунă вăл. Унта кашни тӗрӗ мӗне пӗлтернине тата мӗнлерех тӗрлемеллине тӗплӗн ăнлантарнă. Галина Васильевна каланă тăрăх, каталог ӗçӗ вӗçленмен-ха, унта çӗнӗ тӗрӗсем хушăнсах пыраççӗ.
2, 3, 4-мӗш класс ачисем çӳреççӗ иккен ун патне тӗрлеме, çав шутра арçын ачасем те. Вӗрентекен сăмахӗпе, вӗт шăрçапа ӗçлеме хальлӗхе кансӗртереххипе-ши, ытларах тӗрлеме килӗшет вӗсене. Аслăраххисенчен кашни пӗрер 1-мӗш класс ачине шефа илсе чи ансат мелсене хăнăхтарать. Мӗншӗн тесен урок вăхăтӗнче йăлтах ăнлантарма вăхăт сахалрах.
Кунсăр пуçне кунта чăваш çи-пуçӗнчи эрешсем, çав шутра чăваш эрешӗллӗ брошкăсем, те ăсталаççӗ. Галина Васильевна Кудряшова ертсе пыракан ал ӗç ушкăнӗн коллекцийӗнче хальхи вăхăтра 2 хушпу, 12 тухья, умçаккисен вара шучӗ те çук.
Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул-ача сачӗн тепӗр йăли те пур. Вăл – салтак тутри тӗрлесси. Ăна салтака е ятарлă çар операцине каякан ял çыннисене парса яраççӗ. Çапла майпа салтака йывăр вăхăтра тăван ен ăшши, вӗсен юратăвӗ пулăшасса шанаççӗ. Сăмах май, ноябрӗн 11-мӗшӗнче тепӗр савăнăçлă хыпар пӗлтӗмӗр. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа ирттернӗ «О самом главном» республика конкурсӗнче Галина Васильевна II вырăн йышăннă. Пултаруллă вӗрентекене çак ятпа чунтан саламлатпăр!
Хальхи вăхăтра Чăваш Паснапуç çамрăк ал ӗçченӗсен каллех вăхăчӗсем çук. Çитес кунсенче районта иртекен «Радуга знаний» наукăпа практика конференцине хатӗрленеççӗ. Унта чăваш тӗррин вăрттăнлăхӗпе паллаштарасшăн. «Пирӗн шкулта чăваш чӗлхи валли эрнере 3 сехет, литература валли 1 сехет уйăраççӗ. Вӗсенчен 1 сехетне чăваш культурине вӗренме тата тӗпчеме уйăратăп. Çакă маншăн питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ»,–тет ачасене мӗн пӗчӗкрен чăваш культурипе паллаштарма ăнтăлакан вӗрентекен. (Г.Кудряшова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев