Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнӗ
Паллă куна халалласа паян институтра уяв мероприятийӗ иртнӗ. Инситут ӗçченӗсене паллă кунпа саламлама республика ертӳçисем килсе çитнӗ.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ 95 çул тултарнине пӗлтерет Чăваш Енре тухса тăракан «Хыпар» хаçат. Паллă куна халалласа паян институтра уяв мероприятий иртнӗ. Унăн ĕçне хакласа тата саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин финанс рынокĕн Комитечĕн Председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Виктор Горбунов тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров килсе çитнӗ.
Вӗсем Институт республикăн пур енлӗ аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнине палăртса аслă шкул коллективне саламланă.
«Институт чăваш культурине, чӗлхине, историне упраса хăварассинче тӗп учрежденисенчен пӗри пулса тăрать. Çакăн пек центрсем ӗнтӗ регионăн культура никӗсӗ пулса тăраççӗ. Ăсчахсен республика аталанăвне кӗртекен тӳпи Чăваш Енӗн наукипе культурин малашлăхне шанăçпа пăхма май парать. Чунтан коллектива çӗнӗ çитӗнӳсем, вăй-хал, ӳсӗм сунатăп», – тенӗ Олег Николаев тӗлпулура.
Калас пулать, асăннă институт пӗр ӗмӗре яхăн ӗçлесе чăваш тӗнчине кăна мар çӗршыва та нумай усă кӳнӗ, кадрсем ӳстерсе панă. Ăна ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхӗ тӗпчев лаççипе танлаштарнă. 80 наука сотрудникӗнчен кунта 5-шӗ наука докторӗ, 32-шӗ наукăсен кандидачӗ ята тивӗçнӗ. Институтăн пысăк тивӗçӗсен шутне чăваш чӗлхин темиçе томлă словарьне кӗртмелле. Паянхи кун таппинчен те юлмаççӗ наука ӗçченӗсем. Архивсене, энциклопедисене цифра çине куçарасси кунта кал-кал пурнăçланса пырать.
Людмила Сачкова сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев