Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Сиреньелӗнче Çăварние ăсатрăмăр

Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ялӗнче иртнӗ вырсарникун Çăварни уявне анлăн паллă турӗç. Ял хутлăхӗн тӗп тӳремӗнче ирех уяв пуçланчӗ: кунта тутлă апат-çимӗç лартнă сӗтелсем лараççӗ, тутлă икерчипе шашлыкне пӗçерсех, вӗри чей вӗретсех тăраççӗ.

Уява «Нарспи» ансамбль авалхи илемлӗ юрăсемпе уçрӗ. Унтан Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов пурне те Çăварни ячӗпе саламларӗ, çирӗп сывлăх, ăнăçу, телей тата мирлӗ пурнăç сунчӗ. Хӗрарăмсене çывхарса килекен уявпа саламлама та манмарӗ. Вăл çавăн пекех ялсенче пурăнакансен районти спартакиадинче çӗнтернӗ Сиреньел ял хутлăхӗн спортсменӗсене тав тума та манмарӗ – вӗсем унта 1-мӗш вырăн çӗнсе илнӗ. Спортсменсем çак çӗнтерӗве хамăр ентеше, унчченхи çулсенче çак спартакиадăна пӗрре мар хутшăннă, СВОра пуç хунă Александр Тихонова халалланă. 

Праçникре вăйă хыççăн вăйă, ăмăрту хыççăн ăмăрту улшăнчӗ, юрă-ташă, шӳтсем те çителӗклех пулчӗç. Такмаклакансен конкурсне те, ташă флешмобне те халăх хастар хутшăнчӗ. Юлашкинчен пухăннисем пӗр-пӗринчен каçару ыйтрӗç, Çăварни катемпийӗ çуннине пăхса: «Çăварни карчăкӗ, тутлăхлă пул, чипер кай! Чир-чӗре ялтан илсе кай! Арсене вăй пар, хӗрсене сывлăх пар!» – тесе хӗлпе сывпуллашрӗç, карталанса юрă юрларӗç. 

 

Елена ТИХОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: традиции