Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш театрӗн, пӗтӗм чăвашăн Амăшӗ пекчӗ вăл...

Чăваш Енре СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина 100 çул тултарнине халалланă мероприятисем ноябрӗн 9-мӗшӗнчен пуçланчӗç.

К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ăстин Вера Кузьминан 100 çулхи юбилейне халалланă мероприятие унăн тăван Тăвай районӗн Культура çуртӗнче «Туя туй пек тăвар-и?» ( Арсений Тарасовăн пьеси тăрăх Валерий Яковлев режиссер лартнă) спектальпе пуçланине пӗлтерет ЧР Правительствин сайчӗ.

Аншлагпа иртнӗ мероприятире вырăнти сцена ăстисем те композици хатӗрленӗ, Вера Кузьминична хăй ӗмӗрне халалланă темăна – тăван чӗлхене сыхласа аталантарассине – суйланă вӗсем. Паллă ентешӗ калăпланă рольсенчи йӗркесене вуланă. Çав каç Вера Кузьминичнăна асăнса сцена çинче нумай ăшă сăмах янранă. «Вера Кузьминична пирӗншӗн театрăн, пӗтӗм чăвашсен Амăшӗ пекчӗ, çапла юлӗ те», – тенӗ Чăваш драма театрӗн директорӗ Елена Николаева ӗçтешне театр мӗнле хисепленине тепӗр хут палăртса.

Легендарлă сцена ăстин, СССР халăх артисткин, Раççей театрӗсен «Ылтăн маска» наци премийӗн лауреачӗн Вера Кузьминична Кузьминан 100 çуллăхне халалланă мероприятисем ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе иртеççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России