Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш тумӗн тӗнчинче»

Çӗр çинчи кашни халăхăнах хăйӗн наци тумӗ пур. Чăвашсем ӗлӗк мӗн тăхăнса çӳренӗ-ши? Çакна эпир Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть тухнă «В мире чувашского костюма. Чăваш тумӗн тӗнчинче» ятлă кăларăма вуласа пӗлме пултаратпăр. Унăн авторӗ – Е.В.Енькка (Михайлова), ӳкерчӗксемпе илемлетекенӗ те хăйех. Редакторӗ – А.Г.Майорова. Тиражӗ – 2000 экземпляр.

Ятӗнченех ăнланмалла ӗнтӗ, кӗнеке чă­ваш халăх тумӗпе паллаштарать. «Материал ачасене те, аслисене те ăнланмалла. Хăшӗ-пӗри кӗнекене вуласа тухма, тӗпчеме пултарӗ, тепри, тен, чăваш костюмӗсен ӳкерчӗкӗсене пăхса савăнӗ», – тет автор умсăмахра. 

Асăнса хăвармалла, ку кӗнеке Елена ­Викторовнăн ачасем валли чăваш тум­ти­рӗпе капăрлăхӗсем çинчен çырнă пӗрремӗш кӗнеки мар ӗнтӗ. Унччен тухнă «Чă­ваш кӗпе-тумтирӗ» тата «Чăваш пука­нисем» кăларăмсем çийӗнчех саланса пӗтнӗччӗ.

Чăваш хӗрӗсемпе хӗрарăмӗсем кӗписене, ытти тума хитре тӗрӗсемпе тата ансăр хăюсемпе илемлетнӗ. Вӗсен тумтирӗ капăрлăх таврашӗ нумай пулнипе те палăрса тăрать. Уйрăмах амăшсен тумтирӗ пуян пулнă. Çак пуянлăхпа ачасене паллаштарма тӗллев лартнă та кӗнекере. Автор рес­публикăри тӗрлӗ районсенчи арçын, хӗрарăм, хӗр, ача-пăча тумтирӗсем çинчен кӗскен те ăнланмалла каласа парать. Кашни этнографи ушкăнӗнчи тумпа капăрлăхсене тӗслӗ ӳкерчӗксенче кăтартнă, словарьте ăнлантарса панă. Автор ӳкерчӗкӗсемсӗр пуçне текста уçăмлатма ытти художниксен ӗçӗсене те кӗртнӗ.

Паллах, пӗчӗк кӗнекере чăваш тумне туллин кăтартса пама çук. Анчах кунти материалпа паллашни ачасен тăван халăхăн аваллăхне, культурине, йăли-йӗркине тӗп­лӗнрех пӗлес туртăмне аталантарасса шанас килет. Ку кăларăм ачасемшӗн кăна мар, çитӗннисемшӗн те кăсăклă та усăллă пулӗ. «Кил-йыш валли çырнă кӗнеке», – тесех палăртнă ăна автор.

Алина МАЙОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский костюм