Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ УЯВӖНЧЕ ЧУН КАНАТЬ

Аксу районӗнче чăваш культурин праçникӗ иртрӗ

Июлӗн 1-мӗшӗнче Аксура район Уявӗ иртрӗ. Йӗркелӳçӗсем куракансем валли нумайччен асра юлмалли самантсем чылай хатӗрленӗ. Уяв иртекен вырăнта йăлт чăвашлаччӗ, çынсен кăмăлӗ те çӗкленӳллӗ пулни тӳрех куçа курăнчӗ. 

Акă кӗтнӗ самант çитрӗ – Аксу майданӗ çийӗн чăваш кӗвви янăраса кайрӗ. Сцена çинче уяв юррисем шăранма пуçларӗç. Уяв программи «Тăван  халăх сасси» прологпа пуçланчӗ. Халăх йăли-йӗркине кăтартакан представлени çӗр-çӗр куракана тыткăна илчӗ. Районти илемлӗ пултарулăх коллективӗсен артисчӗсем чăваш халăхӗн культурине пур енлӗн кăтартрӗç. «Юрла, ташла, кӗрле чăваш Уявӗ!» юрăпа ташă постановки те кураканăн кăмăлне кайрех ӗнтӗ. 

Праçнике Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов уçрӗ. 

– Паян эпир пурте пӗрле Уяв картине тăратпăр – çакă пирӗн халăх пӗр çемье пек туслă пурăннине кăтартакан паллă, – терӗ вăл. – Çак праçникре чăваш халăхӗн чунӗ, илем патне туртăнни, çутçанталăкпа пӗр пулас тени. 

Район пуçлăхӗ пурне те Уява килнӗшӗн, халăх йăли-йӗркине упраса пурăннăшăн тав турӗ, ку праçнике килмесӗр май çуккине, Уяв пуриншӗн те интереслӗ иртнине палăртрӗ. Нумай çул районта тăрăшса ӗçлекенсене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Аксу хула евӗрлӗ поселокăн Канашӗн пӗрремӗш категориллӗ специалисчӗ Елена Терентьева ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвне, Тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Молоствов генерал-майор, хресченпе фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗ Анатолий Самаренкин, шалти ӗçсен уйрăмӗн пуçлăхӗн çумӗ Владимир Семенов, районти Культура çурчӗн ӗçченӗсем Марина Царегородцева, Венера Краснова тата Людмила Нестеркина, Кивӗ Ӳсел ялӗн библиотекарӗ Татьяна Артамонова район пуçлăхӗн Тав хучӗсене тивӗçрӗç. 

Аксусене çавăн пекех Çарăмсан районӗн пуçлăхӗ Рамиль Айбатов, Ульяновск облаçӗнчи Димитровград хулин пуçлăхӗ Андрей Большаков та саламларӗç. 

– Эпир чăваш праçникне вырăссемпе тата тутарсемпе пӗрле ирттеретпӗр. Ку питӗ кăмăллă. Пирӗн районта та, республикăра та халăх туслă пурăнать, – терӗ районăн хисеплӗ гражданинӗ Анатолий Константинович Самаренкин. Вăл Чăваш наукăпа искусствăсен наци академийӗн медалӗпе районти хисеплӗ таврапӗлӳçе, Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Аркадий Аркадьевич Михайлова чысларӗ. Çавăн пекех «Ял пурнăçӗ» хаçатра ӗçлекен Ирина Васильевна Крюковăна, Сергей Иванов предпринимателе ТР ЧНКА Тав хутне пачӗ. 

Районти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Николаевна Чентаева та Уява килнисене праçник ячӗпе саламласа ăшă сăмахсем каларӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, хăнасене алшăллисем парнелерӗç. 

Унтан чăвашсем кăна мар, районта пурăнакан ытти халăх çыннисем те карталанса тăрса Уяв юрри юрларӗç.

Мероприятире этнографи площадкисем ӗçлерӗç. Таврапӗлӳ музейӗн ӗçченӗсем хăнасене «Чăваш кил-çуртӗнче» кӗтсе илчӗç. Районти библиотекăсен «килӗнче» чăвашсен паллă çыннисем çинчен пӗлме пулать, ал ăстисем кашни кăмăл тăваканах чăваш хӗрарăмӗн пуçа тăхăнмалли хатӗрӗсене ăсталама, чăвашла илемлӗ çырма вӗрентеççӗ. Чăваш тӗрри çинчен те тӗплӗн каласа параççӗ. «Уçă микрофон» площадкăра чăваш поэзине юратакансене хапăл кӗтсе илеççӗ, сăмах параççӗ. Паллах ӗнтӗ, утарçăпа пулăçă пӳрчӗсем те пурччӗ, наци апатне хатӗрлекенсем салма касма та вӗрентрӗç. 

Уяв сӗтелӗсем йăтăнса лараççӗ, кашни кӗтесре юрă-кӗвӗ янăрать. Кун пек уявра чун канать. Ачасем валли тӗрлӗ конкурссем, вăйăсем йӗркеленӗ. Шахматла вылякансен ăмăртăвӗ те хӗрӳ иртрӗ, «Выля хуткупăс – янра такмакăм» фестиваль-конкурса хутшăнакансем те йышлăн пулчӗç. 

Зинаида ЛЕОНТЬЕВА.

Л.Баталина сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев