Чăвашçӗпрелсем фронт валли маскировка сеткисем çыхнă
Çӗпрел районӗнчи тата Ульяновск хулинчи çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗсем октябрь уйăхӗн вӗçӗнче ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем патне черетлӗ гуманитари пулăшăвӗпе кайма хатӗрленеççӗ. Хальхи вăхăтра гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ.
Палăртса хăварам, асăннă ветерансен пӗрлешӗвӗсем фронта темиçе миллион тенкӗлӗх пулăшу леçрӗç те ӗнтӗ. Ку ӗçе вӗсем СВО пуçланнă пӗрремӗш кунсенчех пуçăнчӗç. Пӗлтӗр кӗркунне Костромари 331-мӗш, Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗсем, Чăваш Енрен хăйсен ирӗкӗпе кайнисен «Атăл» батальонӗнче тата ытти подразделенисем патӗнче пулни çинчен эпир хаçатра паллаштарнăччӗ.
Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрăва хутшăннă ветеран, ентеш, Ульяновск хулинче пурăнакан Владимир Егорови Ярухин Ульяновск облаçӗнчи предприниматель, Ишеевка ялӗн çынни, сентябрӗн 11-мӗшӗнче салтаксем валли дизельпе ӗçлекен ăшă генераторӗсем нумай панине пӗлтерчӗ.
Салтаксене Тутарстан чăвашӗсем нумай пулăшаççӗ. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел çыннисем те акă, салтаксем валли маскировка сеткисем çыхса хунă. Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов, Ульяновск хулинчи ветерансем Владимир Егорович Ярухинпа тата Марс Киямович Саяповпа пӗрле сентябрӗн 15-мӗшӗнче яла килсе илнӗ. ( В.Петухов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев