Чăвашла калаçма вӗрентекен кӗнеке
«Кала-ха, тăван чӗлхемӗм, мӗн тăвăп эпӗ сансăр? Мӗнле юрлăп эпӗ сансăр? Мӗнле пурăнăп эпӗ сансăр? Маншăн эсӗ – хӗвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирӗкӗм. Маншăн эсӗ – анне чунӗ, тăван халăх чысӗ, хавалӗ…» – тенӗ Валем Ахун çыравçă. Чăваш чӗлхи – Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисенчен пӗри. Ăна ача сачӗсенче, вăтам тата аслă шкулсенче вӗрентеççӗ.

Иван Яковлевпа Петӗр Хусанкай чӗлхине хăй тӗллӗн алла илес текенсем валли вара Чăваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Эпӗ чăвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Унăн авторӗсем – Тамара Артемьевăпа Галина Брусова, редакторӗ – Надежда Вечеркина.
Кӗнекен тӗп тӗллевӗсем – чăваш чӗлхин грамматика структурипе кӗскен паллаштарасси; ансат пуплев конструкцийӗсем тума, чăвашла вулама вӗрентесси; йывăрах мар текстсене ăнланма, калаçу чӗлхине чухлама хăнăхтарасси. Материала çирӗм çичӗ занятие пайланă. Кашнине тишкерме икшер сехет уйăрнă. Пӗрремӗшӗнче сасăсем çинчен каласа кăтартнă, чăваш алфавитне илсе панă.
Кăларăмра çавăн пекех сăмахсенчи пусăма, падежсене, пуплев пайӗсене тата ытти саманта тимлӗх уйăрнă. Грамматика материалне ăша хывнă хыççăн чӗлхе вӗренекен ансат текстсене ăнланма, вулама тата куçарма пултарӗ, çăмăл диалогсене те хутшăнайӗ. Чăваш чӗлхин уйрăмлăхӗсене те шута илмелле паллах. Чăвашсем «кам?» тесе çынна, турра, мифологи сăнарӗсене çеç калаççӗ, чӗрчунсем пирки сăмах пынă чухне «мӗн?» тесе ыйтаççӗ.
Чӗлхене хăй тӗллӗн вӗренме пулăшакан кӗнекене теори материалӗ, харпăр хăй тӗллӗн тумалли ӗçсем, вулав тексчӗсем кӗнӗ. Вӗсене йӗркипе тишкерме те, кирлине кăна суйласа илме те пулать. Кăларăмпа тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче те усă курма пултараççӗ.
Ольга ИВАНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев