Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăвӗпе музейсене тӳлевсӗр кӗртӗç

Тутарстанра пурăнакан шкул ачисене культура патне ытларах явăçтарасшăн

Çуллахи каникул пуçланчӗ кăна, ведомствосенчен ырă хыпарсем киле те пуçларӗç. Паян ТР культура министрӗ Ирада Аюпова 1-11 классенче вӗренекен шкул ачисене Тутарстан Республикинчи патшалăх музейӗсене тӳлевсӗр кӗртесси çинчен прказ кăларнă. Пирӗн республикăри шкул ачисем, тен каникул вӗçленсен те тӳлевсӗрех çӳреме пултарӗç музейсене.

Çапах та, аваллăх управçине курма кӗнӗ чухне ыйтусем сиксе ан тухчӗр тесен, аслă классенче вӗренекенсене шкултан справка илме сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен 9 хыççăн шкултан профтехколледжа вӗренме кайнисене музее тӳлевсӗр кӗртме юрамасть. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство