Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳçӗсен шутӗнче Наталия Клементьева!

Хусанта октябрӗн 20-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн ЗАГС Управленийӗ йӗркеленӗ «Çемье альбомне пăхатпăр» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисем паллă пулчӗç.

Конкурса кăçал пӗрремӗш хут çемье хаклăхӗсене сарас, истори астăвăмне упраса хăварас тата ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирӗплетес тесе ирттернӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ –  Тутарстанра пурăнакан çемьесен культура йăли-йӗркипе пурнăç çулне кăтартакан çемье историйӗсен цифра архивне йӗркелесси.

Проекта 250 ытла конкурсант хутшăннă, вӗсем хăйсен çемйи­сем çинчен, ашшӗ-амăшӗн, ас­лашшӗ-асламăшӗн тата кукашшӗ-кукамăшӗн çемйисем мӗнле йӗркеленсе кайни çинчен каласа панă. Кашни истори хăйне евӗрлӗ, анчах вӗсене пурне те пӗрлехи темăсем пӗрлештереççӗ: юрату, ăрусен çыхăнăвӗ тата шанчăклăх.

Çӗнтерӳçӗсене ултă номинацире палăртнă: «Тăван çӗршыв çемье­рен пуçланать», «Манăн пысăк та туслă çемье», «Паллашăвăн интереслӗ историйӗ», «Манăн атте-аннен тӗлӗнмелле туйӗ», «Çемье – йăла-йӗрке управçи» тата «Тату пурнăç: нумай çул мăшăрланура». 

«Тăван çӗршыв çемьерен пуç­ланать» номинацире 1-мӗш вырăна Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ, ултă ача амăшӗ Наталия Клементьева тивӗçрӗ. Конкурса тăратнă ӗçне вăл  Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен çулне суйланă ывăлӗсене халалланă. Хăйӗн ӗçӗнче Наталия Николаевна кашни аннешӗн «Анне, эпӗ сывă» сăмахсем чи кирлӗ пулнине палăртнă. Унăн икӗ ывăлӗ Евгенийпе Дмитрий хăйсен ирӗкӗпе ятарлă çар операцине хутшăнаççӗ. 

«Конкурс çемьесене ăруран ăрăва пӗрлештерме, аса илме çав тери лайăх пулчӗ. Тутарстан çавăн пек çемьесемпе вăйлă пулни, вӗсемпе тимлӗ, çавăнтах чунтан ӗçлени курăнать. Конкурс кăна тетпӗр, анчах мӗнле тарăн пӗлтерешлӗ вӗсем», – пӗлтерчӗ Наталия Николаевна. 

Хаклă вулакансем, сире Наталия Клементьеван ӗçӗпе паллашма сӗнетпӗр. 

Сăнӳкерчӗк zags.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья Общєство