Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье йăли-йӗрки объективра

Тутарстанра пурăнакан çемьесене «Мама и дети в национальных костюмах» халăхсен хушшинчи фотоконкурса хутшăнма чӗнеççӗ.

Конкурса хутшăнни чăваш тата ытти халăхсен çемйисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вăл наци тумӗн илемлӗхне, юрăсемпе ташăсен хăйне евӗрлӗхне, чи кирли – ăрăвран ăрăва куçакан çемье çыхăнăвӗсен çирӗплӗхне пӗтӗм тӗнчене кăтартса парать. Кăçал вăл çиччӗмӗш хут иртет.

Конкурса Национальностьсен ӗçӗсен федераллă агентстви (ФАДН) пулăшнипе ирттереççӗ. Йӗркелӳ комитечӗ 2026 çулхи кăрлачăн 31-мӗшӗнче ӗçлеме пуçланă. 2026 çул, РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Раççейре  Халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пек иртет. Конкурсăн тӗп тӗллевӗсем çак пӗлтерӗшлӗ пулăмпа килӗшсе тăраççӗ: этнокультура тӗрлӗ енлӗхне сыхласа хăварасси,  çемье хаклăхӗсене çирӗплетесси тата искусство урлă пӗрлӗхе кăтартасси.

Конкурс йӗркелӳçисем  виçӗ тӗп номинаци хатӗрленӗ:

  • «Мама и дети в национальных костюмах» – тӗп номинаци. Ăрусен çыхăнăвне тата наци еткерӗн илемне уçса паракан сăнӳкерчӗксене ямалла. Кирек хăш ӳсӗмрисем те  хутшăнма пултараççӗ.
  • «Конкурс национальной колыбельной песни» номинаципе хутшăнас тесен  сăпка юррине  тăван чӗлхепе юрласа видео ӳкермелле.
  • «Конкурс национального танца» номинаци – пӗччен юрлакансемпе ташă коллективӗсем хăйсен хореографи номерӗсемпе паллаштарӗç.

Заявкăсене сентябрӗн 25-мӗшччен конкурсăн официаллă сайтӗнче йышăнаççӗ, октябрӗн 25-мӗшӗччен çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ. Лауреатсемпе çӗнтерӳçӗсен ӗçӗсене онлайн-галерейăра вырнаçтараççӗ.

Сăнӳкерчӗкре Шупашкарта пурăнакан Людмила Павлова пӗчӗк ывăлӗпе. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья обряды и традиции ФАДН семейные ценности