Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье, юрату, ӗненӳ кунӗ тӗлне

Июлӗн 6, 7, 8-мӗсенче «Хусан» Çемье центрӗнче 127 мăшăр çемье çавăрать


Июлӗн 6, 7, 8-мӗсенче «Хусан» Çемье центрӗнче 127 мăшăр çемье çавăрать

Ку хумхануллă саманта ятарласа Çемье, юрату, ӗненӳ кунӗ тӗлне палăртнă. Çак уява халалласа йӗркеленӗ мероприятисем Хусанта тата та иртеççӗ. «Туган авылым» комплексра июлӗн 8-мӗшӗнче çемье уявӗ ирттересси йăлана кӗнӗ ӗнтӗ, яланхи пекех унта тивӗçлисене «Юратушăн, ӗненӳшӗн» медальпе наградăлаççӗ. Çемье уявӗ тӗлне республикăн тӗп хулинче «Хусан çыннисем» акцине ирттереççӗ: хулан тӗп урамӗсченчи 20 билборд çинче Хусанта пурнакан çемьесен сăнӳкерчӗкӗсене вырнаçтараççӗ. 

Çемье, юрату тата ӗненӳ уявӗ çывхарнă май çакă хыпар вырăнлă пулӗ — иртнӗ 6 уйăхра Хусанта уйрăлас текен мăшăрсен шучӗ 22,6 процента чакни çинчен пӗлтернă Хусан ӗçтăвкомӗн ЗАГС управлениӗн пуçлăхӗ Елена Студенкина. 2024 çул пуçланнăранпа 4225 мăшăр пӗрлешнине те пӗлтернӗ вăл, ку цифра пӗлтӗрхи шайрах.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество