Çемье конкурсне хутшăнма васкăр
Тутарстанра «Полистаем семейный альбом» республика конкурсӗ пуçланчӗ. Ăна Тутарстанри çемьесен культура йăли-йӗркине тата пурнăç çулне кăтартакан электронлă даннăйсен базине йӗркелес тӗллевпе ирттереççӗ.
Конкурса республикăра пурăнакан кашни çемье хутшăнма пултараççӗ. Кун валли «ВКонтактере» харпăр страницăра çемйи çинчен çырнă #полистаемсемейныйальбом хештегпа пилӗк сăнӳкерчӗкрен ытла мар хушса пост кăлармалла. Вӗсене экспертсен комиссийӗ хаклӗ, унăн йышне çемьепе демографи политикин специалисчӗсем, медиасообщество представителӗсем тата общество деятелӗсем кӗнӗ.
Конкурс положенийӗпе çак ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать.
ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев