Çемье тӳлевӗ валли заявление июнӗн 1-мӗшӗнчен йышăнаççӗ
Ку тӳлеве иккӗ е ытларах ачаллă, ӗçлекен ашшӗ-амăшӗсене, çемйин вăтам тупăшӗ регионти пурăнмалли 1,5 чухлӗ минимумӗнчен пӗчӗкрех пулсан, параççӗ.
2025 çулхи тупăша шута илсе заявление июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 1-мӗшӗччен «Госуслуги» порталӗнче электронлă майпа, МФЦ е «Социальный фонд России» офиса кайса пама юрать. Документсенчен пӗр пайне специалистсем хăйсемех кирлӗ çӗртен ыйтса илеççӗ, çапах та вӗренӳ учрежденийӗсенчен справкăсем пек документсене граждансен хăйсен кӳрсе памалла, тесе пӗлтерет «Татар-информ».
Аса илтеретпӗр, çемье тӳлевне 18 çула çитиччен е аслă шкулсенче куçăн майпа (очно) вӗренекен 23 çулчченхи иккӗ е ытларах ача ӳстерекен е усрава, опекăна илнӗ ашшӗ-амăшӗсене параççӗ. Вӗсен пулăшас тӗллевпе тупăшран илӗнекен налогран та 6 процентне кăна илеççӗ, ыттине хăйсене тавăрса параççӗ.
Ку тӳлеве илес тесен çемьери кашни çыннăн Раççей гражданстви пулмалла, алимент пек парăмсем пулмалла мар. Ашшӗ-амăшӗн правине илнисене, хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене, тупăш çуккисене ку çăмăллăх пăхăнман.
Тупăша ӗç укçине, предпринимательство ӗçӗнчен илекен тупăша, пенси, пособи, стипендипе алимент укçине шута илсе шутлаççӗ.
Тӗслӗхрен, тăватă çынран тăракан çемьере пӗр ашшӗ кăна ӗçлет, унăн ӗç укçи 64 пин тенкӗ-тӗк, кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш 16 пин тенкӗ пулать. Апла-тăк пурăнмалли 1,5 минимумран (22 609,5 тенкӗ) пӗчӗкрех ку, çавăнпа çемье тӳлевне вӗсем илееççӗ, анчах ăна ашшӗ çине кăна çыраççӗ.
Тăватă çынран тăракан çемьен çулталăкри тупăшӗ 1 085 256 тенкӗ. Çемье тӳлевӗ мӗн чухлӗ пулассине налог илӗнекен тупăшпа вычитсене шута илсе уйрăммăн шутлаççӗ. Ăна илме тивӗçлине çемьен кашни çул документсем тăратса çирӗплетмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев