Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье, йăх, ăру хутшăнăвӗсене çирӗплетессишӗн

Уяв октябрӗн 27-мӗшӗнче 11.00 сехетре Шупашкарти П.Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш çуртра пуçланать.

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче «Ăрусене çыхакан уяв» ятлă йăлари культурăн республика шайӗнчи фестиваль пулать.  

Тӗп тӗллев – Чăваш Республикикнчи тӗрлӗрен наципе культура прлешӗвӗсен халăх йăлисене пропагандăласси. Çемье, йăх, ăру хутшăнăвӗсене çирӗплетесси.

Иртнӗ çулсенче çак уява 25 тата 50 çул пӗрле пурăннă мăшăрсем тата çӗнӗ çемьесем хутшăннă. Кăçал та тутар, чăваш, вырăс татат ытти халăх çемйисене чӗннӗ унта хутшăнма.

Концерт программинче Туслăх Çуртӗнчи, хулари тата районсенчи пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев