Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемьене пӗрлештерекен фестиваль

«Энергия семьи» фестиваль Раççей Президенчӗ Владимир Путин Çемье çулталăкӗ тесе палăртнă çулта иртекен тӗрлӗ мероприятисен пайӗ пулса тăчӗ. Вăл «Демографи» наци проекчӗ хӳттинче пурнăçланать. Анат Камăра, Хусанта, Çырчаллинче иртнӗ суйлав тапхăрӗсенче 20 çемьене суйласа илнӗ, вӗсем тупăшӗç те ӗнтӗ çӗнтерӳшӗн.

«Энергия семьи» республикăн интеллектуаллă фестивалӗн финалӗччен тата икӗ кун вăхăт юлчӗ. Вăл «Демографи» наци проекчӗ хӳттинче пурнăçланать. Анат Камăра, Хусанта, Çырчаллинче иртнӗ суйлав тапхăрӗсенче 20 çемьене суйласа илнӗ, вӗсем тупăшӗç те ӗнтӗ çӗнтерӳшӗн.

Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина пӗлтерчӗ.

«Энергия семьи» фестиваль Раççей Президенчӗ Владимир Путин Çемье çулталăкӗ тесе палăртнă çулта иртекен тӗрлӗ мероприятисен пайӗ пулса тăчӗ. Социаллă ыйтăмсем пирӗн республикăри çемьесене çакăн йышши мероприятисем кирлине кăтартнă. Вӗсем унта хăйсене кăтартма, пӗр-пӗринпе паллашма, хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явма пултараççӗ», – терӗ министр çумӗ.

Фестиваль Хусан патшалăх энергетика университетӗнче иртет. Финала тухнисене шашкăпа, «Мӗн? Ăçта? Хăçан?», «Хамăрăн вăйă» турнирсем кӗтеççӗ.

«Чи кирли – çемьесене пушă вăхăта мӗнле ирттерме май пуррине кăтартса парасси. Эпир вӗсем пӗрле пуçтарăнса шашкăлла, тахçанах манăçа тухнă сӗтелçи вăййисене выляма, документлă киносем пăхса вӗсене сӳтсе явма пултарнине аса илтертӗмӗр», – терӗ энергетика университечӗн çамрăксен политикипе воспитани ӗçӗ енӗпе проректор тивӗçӗсене пурнăçлакан Гульнара Ляукина.

Фестивале хутшăнма 166 заявка килнӗ. Ун ертӳçи Даниил Ченцов пӗлтернӗ тăрăх, çӗнтерӳçӗсене чысласси  январь уйăхӗнче пулакан «ТР Çулталăк студенчӗ» премире иртӗ.  

«Пирӗн фестивальте интеллектуаллă вăйăсемпе ăмăртусем иртнисӗр пуçне ачасем валли 3D-моделированипе, ӳкерессипе мастер-классем пулӗç тата психологсемпе тӗрлӗ спикерсем вӗрентӳ программи хатӗрлеççӗ.

Фестивале хутшăннă Венера Зизевская шучӗпе, çак мероприяти ачасемпе ашшӗ-амăшсене пӗрлештерет, пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма пулăшать.

«Çемье килте те кунти пек пуçтарăнмасть. Кун пек мероприятисем ытларах пулсан аванччӗ. Эпир хӗрӗмпе çав тери савăнтăмăр. Эпир унпа университетра экскурсире пултăмăр, халӗ ун çинчен пӗр вӗçӗмсӗр аса илсе калаçать», – савăнăçне пытармарӗ хӗрарăм.

Фестивалӗн партнерӗсен хушшинче ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствисӗр пуçне «Тутарстан Республикин Студентсен лиги» регионти çамрăксен обществăлла организацийӗ, Хусан хулин ача-пăчапа çамрăксен комитечӗ, Çырчалли хули муниципаллă йӗркеленӗвӗн Ӗçтăвкомӗн Çамрăксен ӗçӗсен управленийӗ, Анат Кама районӗн Ӗçтăвкомӗн Çамрăксен ӗçӗсен управленийӗ, «Знание» Раççей обществин Тутарстанри филиалӗ. Мероприяти Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви тӗрев панипе иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство