Часах çаврăнăша чăваш символикиллӗ 10 тенкӗлӗх тимӗр укçа тухӗ.
Ку çулта Центробанк çӗнӗ 10 тенкӗлӗх тимӗр укçа кăларма йышăннă. Вăл чăваш символикипе тухӗ, пӗлтерет «Хыпар – Вести Чувашии» Телеграм-канал.
Укçа çинче Чăваш Енӗн гербӗ пулӗ – «Пурнăç йывăççи» тата виçӗ хӗвел. Ку вăл «Раççей регионӗсем» серин тăсăмӗ пулӗ.
Чăваш символикиллӗ тимӗр укçа 2026 çулта çаврăнăша тухать. Ăна 1 миллион штук шутпа кăларӗç, укçана никельпе витнӗ латуньрен тăваççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Хыпар – Вести Чувашии» телеграм-каналран.
Нет комментариев