Апас районӗнчи Черккӗн ялӗнче августăн 31-мӗшӗнче «Движение Первых» юхăмăн «Юратнă тăвансем» проекчӗпе ачасемпе аслисем тӗл пулнă.
Тӗлпулу ӗнер, августăн 31-мӗшӗнче, ялти Культура çурчӗ умӗнче иртнӗ. Ачасем йышлăн пухăннă унта. Пуринчен ытла вӗсем тăван хуçалăхра нумай çул тăрăшнă Валерий Кузьмина интересленсе итленине пӗлтерет вырăнти хаçат. Улттăрах купăс калама вӗреннӗ ӗç ветеранӗ паянхи кунччен те алăран ямасть иккен. Купăсӗ те унăн ахальли мар, тӗнчипе палли. Аса илтеретпӗр, инструмента Иваново облаçӗнчи Шуя хулинче 1935 çултанпа кăлараççӗ.
Вăл ыттисенчен корпусне хăйне май илемлетнипе кăна мар, сасă тембрӗпе те уйрăлса тăрать. Вăхăтӗнче Шуя купăсне Грецие, Монголие, Сирие, Югославие тата ытти çӗршывсенче сутма ăсатнă. «Шуйская гармонь» УАО паянхи кун та ӗçлет-ха. Шăп çак фабрика кăларакан чăн-чăн Шуя купăсӗпе, тӗрӗсрех каласан вăл мӗнле янранипе паллаштарнă та ӗç ветеранӗ. Кунсăр пуçне ялти «Шурăмпуç» фольклор ансамблӗ те килнӗ тӗлпулăва. Пухăннисене вăл хаваслă юрăсем юрласа савăнтарнă, паллă ӗнтӗ – купăсçи Валерий Кузьмин пулнă. (Сăнӳкерчӗк apastovo.ru сайтран).
Нет комментариев