Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çĕршыв чысне хÿтĕлесе ылтăн медаль илнĕ

«Татарская усадьба» ресторанăн шеф-поварĕ Рамиль Мухаметзянов Индонезири Джакарт хулинче IN2HCC шеф-поварсен чемпионатне хутшăннă.

Çакă савăнăçлă хыпар çинчен журналистсене  «Татар-информ» информаци агентствинче иртнĕ пресс-конференцире каласа пачĕç.Тĕлпулăва ТР тата Хусан рестораторĕсемпе отельерĕсен Ассоциацийĕн Президенчĕ Зуфар Гаязов, генеральнăй директорĕ Галина Шарафутдинова, «Татарская усадьба» ресторанăн шеф-поварĕ Рамиль Мухаметзянов, кăçал июль уйăхĕнче Тунисри Карфаген хулинче шеф-поварсен Халăхсен хушшинчи кулинар кубокĕнче кĕмĕл медаль  илнĕ «УМАЙ» ресторанăн шеф-поварĕ Рустам Рахимов тата Хусанти туризма аталантарассипе комитетăн директорĕ  Дарья Санникова хутшăнчĕç.

Октябрĕн 9 -11-мĕшĕсенче пынă чемпионата 20 çĕршыв представителĕсем хутшăннă. Вĕсенчен финала вуннăн юлнă. Индонезире поварсен ăсталăхне хаклакан 10 çынран тăракан судьясен командинче Хусанта пĕрремĕш яппун ресторанне уçнă Зуфар Гаязов та пулнă.

Çак вăхăтра Индонезире шариат экономикин питĕ пысăк фестивалĕ пынă, чемпионат шăпах унăн витĕмĕпе иртет. Ку пысăк мероприятие çĕршыв банкĕ пăхса, пулăшса тăнă. Темиçе тапхăрпа ирттернипе тĕрлĕ шайри поварсем хутшăнма пултарнă унта  -  студентсем, кулинари академийĕĕсем тата ислам тĕнчин шеф-поварĕсем.

Р.Мухаметзянов юлашки тапхăрне хутшăннă.  Пулни-иртнине аса илсе Хусантан Джакарта пĕр чăматан апат хатĕрлемелли хатĕрсем илсе кайнине аса илчĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ шеф-повар. Зуфар Гаязов хăйĕн чăматанне сувенирсемпе кучченеçсем тултарса кайнине каласса пачĕ. Пресс-конференцире лăпкăн ларакан Рамиь Мухаметзянов, паллах, хумханнă чемпионатра. Ахальтен мар Зуфар Фадиповича тĕрев панăшăн пĕрре мар тав турĕ.  

Чемпионатăн юлашки тапхăрĕ чи кăскки, чи хумханулли пулнă-тăр. Йĕркелÿçĕсем шеф-поварсене хура ещĕк панă. Мĕн унта -  никам та пĕлмест. Анчах ещĕкри продуктсемпе  90 минутра çав тери тутлă, илемлĕ апат хатĕрлемелле.

Конкурсантăн самантра пур ингридиентсемпе мĕн хатĕрлессине, технологине, илемлĕн турилкккене хурассине шутласа ĕлкĕрмелле. Пилĕк пĕр пек  порци хатĕрлемелле.  

Ещĕкре икĕ тĕрлĕпулă , рис, кокос сĕчĕ, ешĕл культурăсем пулнă. Рамиль пысăкрах пуллинчен рулет тунă тата пулă муссне хатĕрленĕ. Пулă шăммисенчен бульон пĕçернĕ (май килнĕ таран йăлт апатра усă курмалла, пăрахнăшăн конкурсантсен балĕсене чакараççĕ). Судьясем Хусан поварĕ професси енчен çÿллĕ шайра пулнине , пулла ăста касса тирпейленине, тĕплĕ ĕçленине палăртса пысăк  балсем панă.

Зуфар Гаязов çĕршыв чысне хÿтĕлесе пĕрремĕш хут шеф-поварсен чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнине палăртрĕ. Çулсерен Хусанта иртекен  «Раççей – ислам тĕнчи» экономика форумĕнче ислам çĕршывĕсенчи çамрăк поварсен турнирĕсене ирттерме пулăшнăшăн Рустам Минниханова тав турĕ. Кашнинчех турнира 12-14 çĕршыв хутшăннă, кайран вĕсем хусансене хăйсем патĕнче иртекен чемпинатсене, конкурссене хутшăнма йыхравланă.

Зуфар  Фадипович çапла майпа Хусан поварĕсем Турцире, Индонезире ĕçтешĕсемпе «вăй виçнĕ» çеç мар, професси шайне те ÿстернине каласа пачĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество