Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧАСАХ ХУСАНТА ТӖНЧЕ ЧЕМПИОНАЧӖСЕМ ПУÇЛАНАÇÇӖ

Раççейӗн Олимп комитечӗн спортсменӗсем Пекинри Хӗллехи Олимпиадăра хăйсене питӗ аван кăтартаççӗ. Тем пек Раççей сборнăйӗ тесе калас килет те, анчах шел пулин те, допинг скандалне пула пирӗн çӗршыва тӗнчери ăмăртусене хутшăнассипе Халăхсен хушшинчи Олимп комитечӗ санкцисем йышăннă. Вӗсем 2022 çулхи декабрьччен вăйра. Çавна май пирӗн спортсменсем акă ӗнтӗ миçемӗш Олимпиадăна ялавсăр, гимнсăр хутшăнаççӗ. Паллах, питӗ кӳрентерет ку. Çапах та пирӗн спортсменсен çирӗп кăмăлне, çӗнтерӳ патне ăнтăлăва санкцисем ура хураймарӗç.

ТР спорт министрӗ Владимир Леонов та Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифинга спортсменсене тав тунинчен пуçларӗ.
– Раççей спортсменӗсен шутӗнче пирӗннисем хăйсене пит лайăх кăтартаççӗ. Трамплинран йӗлтӗрпе сикессипе Лениногорск спортсменӗ Данил Садреев кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Питӗ пысăк çитӗнӳ. Хăйне кăтартма унăн татах та шанăç пур-ха, мӗншӗн тесен трамплинран сикессипе ăмăртусем вӗçленмен. Камила Валиева ылтăн медаль илсе савăнтарчӗ, – терӗ Владимир Леонов малалла ку çулта Тутарстанра иртекен пысăк спорт мероприятийӗсем çине куçса.

Спорт министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, 2022 çулта Хусанта халăхсен хушшинчи чемпионатсем нумай иртмелле.
– 2015 çултанпа эпир Халăхсен хушшинчи спорт федерацийӗсемпе питӗ тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Пире шанаççӗ. Пуринчен ытла Халăхсен хушшинчи шыв спорчӗн тӗсӗсен федерацийӗпе – FINA-па хутшăнусем аван. Кăçал пӗрлехи ăмăртусем нумай пулаççӗ. Апрель уйăхӗнче Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗнче харăсах пӗрин хыççăн тепри синхронлă ишессипе, унтан шыва сикессипе тӗнче серийӗн тапхăрӗсем иртмелле. Çак ăмăртусем шыв спорчӗн тӗсӗсемпе Европа чемпионачӗ  умӗнхи тест вырăнне пулӗç. Сăмах май, вăл та 2024 çулта Хусанта иртӗ. 2025 çулта вара шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ те пирӗн патрах пулӗ, – пӗлтерчӗ министр.
Август уйăхӗнче Хусанта FINA юниорсен хушшинче ишессипе тӗнче первенствине ирттерет. Унта 120 çӗршывран 850 спортсмен хутшăнасси паллă.
– Ку турнира тепӗр виçӗ çултан шăпах çак спортсменсемех тӗнче чемпионатне килме пултарассине ăнланнипе ирттерме шутларăмăр. Пирӗн спортсменсен çӗнтерӳçӗ пулма шанăçсем пур, – терӗ Владимир Леонов.
Июлӗн 14-18-мӗшӗсенче «Урам» экстрим-паркра Urban Games Пӗтӗм Раççейри урам вăййисем иртӗç. Унта çӗршывран пурӗ 1 пин ытла спортсмен хутшăнма тивӗç. Ăмăртусем 3х3 баскетболпа, велосипед  спорчӗпе (BMХ—фристайл, BMX-чупу ритм-трек, BMX-фристайл-флэт) роллер спорчӗпе (скейт-кросс, роликлă конькипе çӳлелле сикесси, фристайл-слалом), скейтбордингпа, брейкингпа (ташă спорчӗ), сывлăш  вăй атлетикипе пулӗç. Леонов палăртнă тăрăх, малашне Хусанти экстрим-паркра халăхсен хушшинчи урам вăййисемпе ăмăрту йӗркелеме те плансем пур.
Тепӗр пысăк ăмăрту – студентсен командисен хушшинчи регбипе Тӗнче кубокӗ. Ăна «Тулпар» стадионта августăн 12-14-мӗшӗсене палăртса хунă. Арçынсемпе хӗрарăмсен пурӗ саккăршар команди хутшăнӗ унта. Министр сăмахӗпе, регбипе занятисем йӗркелеме Хусанта Раççейӗпе те чи лайăх инфраструктура хатӗрленӗ.  
Чи чаплă ăмăртусен шутне спорт министрӗ волейболпа тӗнче чемпионатне кӗртрӗ. Матчсем кӗркунне Хусансăр пуçне Раççейӗн 10 хулинче иртӗç.
Владимир Леонов сăмахӗпе, ишессипе кӗркуннене палăртнă  Тӗнче кубокне куçарма та пултараççӗ. Ку халăхсен хушшинчи федераци календаре кӗнӗ ишессипе ăмăртусен графикне куçарассипе çыхăннă. Декабрӗн 17-23-мӗшсене палăртнă кӗске шывра ишессипе тӗнче чемпионачӗ хăй вырăнӗнчех юлать. Унта 180 çӗршывран 1200 ытла спортсмен килесси паллă. Пӗтӗмпе ăмăртура наградăсен 46 комплектне вылянтарма палăртнă.
Хусанта наци чемпионачӗсемпе первенствисем те иртмелле. Çавсен шутӗнче спорт гимнастикипе, çăмăл атлетикăпа Раççей первенствисем (апрель, июнь), Ельцин ячӗпе теннис ăмăртăвӗ, синхронлă ишессипе Раççей чемпионачӗ (апрель), перессипе тата кӗрешессипе наци чемпионачӗсем, Элметре триатлон чемпионачӗ, байдаркăпа, каноэпе  ишессипе наци чемпионачӗ (сентябрь), пиçиххипе кӗрешессипе тата каратэпе ăмăртусем (сентябрь).  
Çак материала çырнă хушăра Пекинран хумхантаракан хыпар çитрӗ. Конькипе эрешлесе ярăнассипе Раççей командинчи К.Валиевăн Олимпиадăччен панă анализра допинг тупăннă имӗш. Çавăнпа награждени церемонине ирттермен. Мӗн ку? Провокаци, Раççее хӗсӗрлес тени, е пирӗн командăн ылтăн медальне туртса илесшӗн пулни.  Анчах шăв-шав лăпланасса, ку проблемăна тӳррӗн татса парасса шанас килет.


Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Сăнӳкерчӗкре: Пекинри Олимпиадăра кӗмӗл медале тивӗçнӗ Данил Садреев.Владимир Леонов.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев