ЧАТĂР ТĂВӖН УЯВӖ
Азнакай районӗнчи Чатăр тăвӗ çинче 11-мӗш хут иртнӗ Тӗрӗк халăхӗсен фестивалӗнче республикăран, Пушкăртстанран, Крымран, çывăхри облаçсенчен 50 фольклор ансамблӗ авалтан сыхланса юлнă пултарулăхне кăтартрӗç.
Кăçал Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, пирӗн Азнакай районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул тата хулари чи пысăк предприяти – «Азнакаевскнефть» НГДУ – ӗçлеме пуçланăранпа 65 çул, – тесе пуçларӗ салам сăмахне Азнакай районӗн пуçлăхӗ «Чатăр тăвӗн уявне» пухăннă хăнасене. Июлӗн 10-мӗшӗнче пулчӗ çак Раççейри тӗрӗк халăхӗсен кăмăллă праçникӗ.
Акă 11 çул ӗнтӗ илемлӗ те патвар Чатыр Тау сăрчӗ хăнасем пуçтарать, кӳршӗ районсенчен, хуласенчен, Пушкăртстанран тата Крымран, çывăхри облаçсенчен 50 фольклор ансамблӗ сцена çинче хăйсен авалтан сыхланса юлнă пултарулăхне çамрăксене кăтартма килнӗ. Малтан тӗрӗк халăхӗсен пурнăçне сăнласа кăтартакан театрализациленӗ тамаша кăтартрӗç. Унтан фестивале хутшăнакан кашни коллектив ятарласа хатӗрленӗ номерӗпе сцена çине тухрӗ, çерем çинчи пукансем çинче ларакан халăхăн кăмăлне уçрӗ.
Кунашкал мероприятисене пирӗн енче йӗркелеме пӗлеççӗ: конкурс-ăмăртусенчен пуян, кашни хăна хайне валли ятарлă «уçланкăсенче» кăмăла килекен йăпану тупаять.
Юрламасăр-ташламасăр мӗнле уяв пултăр? Пысăк сцена çинче хăнасен ушкăнӗсем пултарулăхне кăтартнă вăхăтра районта пурăнакан 30 наци ушкăнӗ вăрман уçланкинче лартнă ӳпле-палаткăсенче наци апат-çимӗçӗпе сӗтел хатӗрлерӗç, хăнасемпе пӗрле юрласа ташларӗç. Пирӗн Çутă Кӳлӗ ялӗн палатки патӗнчен çын татăлмарӗ, инçетрен килнӗ хăнасем те, район пуçлăхӗсем те пирӗннисем патӗнче вăрахрах тăчӗç. Чăваш ташшине вара никам та хутшăнмасăр юлмарӗ. (Ухтияр ИЛЮХИН. Çутă Кӳлӗ ялӗ. Р.Шарипова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев