Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ЭТНО-ДЖАЗӖ ХУСАНТА ÇУРАЛЧӖ

Чăваш этно-джазне юрлакан Вера Кожемановăпа паян пресс-конференци пулчӗ...

Хусанти Туслăх Çуртӗнче паян чăваш этно-джазӗн премьерипе пресс-конференци иртрӗ. Çак мероприяти октябрӗн 4-мӗшӗнче «Старый рояль» Jazz-cafe-ре каçхине 19.30 сехетре пулать, юрлаканӗ Вера Кожеманова.

Журналистсемпе тӗлпулăва Тутарстан халăх артистки, Раççей тава тивӗçлӗ артистки, Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармонийӗн оркестр директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Лидия Ахметова, Туслăх Çурчӗн Информаци порталӗн ертӳçи Рустам Флюрович, юрăçă Вера Кожеманова, ТР ЧНКА ӗçтăвком председателӗн çамрăксен ӗçӗсен енӗпе çумӗ Артем Носков, ЧНКА ӗçтăвком председателӗн пулăшуçи, «Салам» фольклор ансамблӗн ертӳçи Светлана Садыкова хутшăнчӗç.

Пресс-конференци питӗ те ырă атмосферăра иртрӗ. Спикерсем çитес пулăм пирки хăйсен шухăшӗсене пӗлтернӗ хыççăн журналистсенчен нумай ыйту пулчӗ. Пурне те тенӗ пекех чăваш этно-джазӗ тутар халăх артисткине Лидия Алексеевнăна мӗн енӗпе интереслӗ пулни кăсăклантарчӗ. Вера Кожеманова ыйтусене туллин, чунтан хуравлани, темăна шалтан, профессилле шайран пӗлни килӗшрӗ.

Лидия Алексеевнăн творчествăлла çул пуçламăшне Вера Кожеманованнипе танлаштарма пулать. Хăй вăхăтӗнче вăл та тутар этно-джазне пуçарса янă. Ăна хапăл туса йышăнакансем те, тутар халăх юррине пăсать тесе калакансем те пулнă. Çапах ниме пăхмасăр вăл хăй çулӗпе утнă, музыка искусствин çак жанрне парăнса ӗçлеме пăрахман. Кун пирки вăл питӗ тӗплӗн каласа пачӗ. Юрăç карьери 1983 çулта, консерваторире вӗреннӗ чухне пуçланнă, ăна филармонири концертсене чӗннӗ. Иртнӗ ӗмӗрти 50-мӗш çулсенче Олег Лундстремăн джаз оркестрӗн йăлисене кунта лайăх тытса пынă ахăр. Филармони ӗçченӗсем Лидия Алексеевнăн потенциалне çийӗнчех асăрханă. Халӗ вăл хăй оркестр директорӗ пулса ӗçлет, халăхсен хушшинчи джаз концерчӗсене йӗркелет, гастрольсемпе нумай тухса çӳрет. Тава тивӗçлӗ артистка Вера Кожеманова хăйӗншӗн интереслӗ пулнине, унпа вăл ӗçлеме хатӗррине, Шупашкара пӗрле концертпа кайма шухăшлине пӗлтерчӗ.

Рустем Флюрович Тутарстан халăхсен Ассамблейин тӗп тивӗçӗ – халăхсен культурисемпе чӗлхисене упраса хăварасси пулнине каларӗ. Ытти халăх автономийӗсем çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсенче талантлă юрăçсем пуррине, вӗсем çумне халӗ Вера хутшăннине палăртрӗ. «Хамăр енчен эпир мӗн кирлипе пулăшма хатӗр, концерт ларма вырăн кирлӗ-и е ытти ыйтусем пулӗç, тархасшăн», – терӗ кӗскен.

Вера Кожеманова халăх музыки пысăк тупра пулнине палăртса вăл хуть хăçан та, вăтам ӗмӗрсенчен пуçласах, музыкантсене илӗртнине каларӗ.

– ХХ ӗмӗрте джаз пӗтӗм тӗнчипе анлă сарăлнă. Музыкăн тӗрлӗ жанрӗсене фольклорпа хутăштарма хăтланасси пуçланать. Çапла этно-джаз, этно-фьюжн çуралаççӗ, world muzic аталанса каять. пӗр вăхăтра çак музыкăна питӗ нумай итлеме пуçларăм та вăл кашни халăхшăн хăйне евӗр пулнине ăнланса илтӗм. Музыка сăррисем хутшăнса кайни мана илӗртет. Этно-джазри çула эпӗ пуçланă кăна-ха, хама джаз юрăçи тесе калама та хăймастăп, мӗншӗн тесен çул пуçламăшӗнче тăратăп. Анчах плансем нумай. Ăнланатăп, пурте йышăнмӗç ку çӗнӗлӗхе. Кăмăла кайнисем çумне хирӗç тăракансем те пулӗç. Анчах пуçланине малаллах тăсас килет, – уççăн пӗлтерчӗ шухăшне Вера Кожеманова. Хăй халăх юррисене епле суйласа илни, музыкантсемпе пӗрлехи ӗç, репетицисем çинчен вăл питӗ кăсăклăн каласа пачӗ.

Тӗплӗнрех ку материалпа «Сувар» хаçатра паллашма пултаратăр. (А.Носков сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана