Чăваш филармони ансамблӗсене ют çӗршыва ямалла
Çак шухăша Хусанти куракансем шупашкарсен концерчӗ вӗçленнӗ хыççăн пыра-пыра каларӗç
Тӗрӗссине каласан тăван халăхпа мăнаçланма эпир, шел пулин те, час часах пултараймастпăр. Эстрадăри ӗç-пуç çине куçасран ку сăмаха, пушшех те кичем пулса тăрать. Сцена çинче юрлакансен шучӗ 1000 çынна та çитрӗ пулӗ, анчах пахалăхӗ пур чухне те тивӗçтерсех каймасть.
Чăваш патшалăх филармонийӗн ансамблӗсем çинчен çакна калаймастăн. «Çавал‘, «Çеçпӗл», «Нота-G» ансамбльсем ӗнер Тутар филармонийӗнче пухăннă халăха пултарулăхӗпе тӗлӗнтерсе хăварчӗç. Нумай çын çак концерта курнă хыççăн ăна йӗркелекенсене пыра-пыра тав турӗ, артистсене мухтарӗ: костюмӗсене, юррисене, ташшисене. Вӗсем чăннипе те чăваш халăхӗн культурине тӗнчере кăтартма тивӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев