Чăваш пулăшăвӗ йывăрлăхра тӗрев патăр
ТР ЧНКА Канашне кӗрекенсем Донбассран ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсене валли гуманитари пулăшăвӗ уйăрса параççӗ
Çак ӗçшӗн уйрăммăн Элкел районӗнчи ЧНКЦ Канашӗн председательне, «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳ ертӳçине Евгений Чугунова тав тăвас килет. Беженецсем валли тесен вăл пӗр сăмахсăр кӗрпесемпе çу уйăрма хушу турӗ.
Çăмăл мар лару-тăрăва пурăнса ирттерме Украинăран килнӗ çынсене чăвашсен кучченеçӗсем те пулăшасса шанас килет.
Аса илтеретпӗр, Хусанти Павлюхин урамӗнче вырнаçнă ТР Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче гуманитари пулăшăвне ӗç кунӗсенче ирхине 9:00 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен йышăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев