Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧЕМПИОНАТ ÇЫВХАРАТЬ, ВОЛОНТЕРСЕМ ХАТӖР

Çапла вара 1-мӗш вырăна Хусанти педагогика колледжӗ, 2-мӗш – Хусанти информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗ, 3-мӗш – Арскри педагогика колледжӗсем йышăннă. Шăпах вӗсем пулӗç те Хусанта кăçал августăн 22-27-мӗшӗсенче иртекен WorldSkills тӗнче чемпионачӗн волонтерӗсем.

Ӗç профессийӗсен ăсталăхӗн WorldSkills – 2019  тӗнче чемпионачӗн чи пирвайхи волонтерӗсен йышӗнче Хусан тата Арск колледжӗсем пуласси паллă. Çакна вӗсем январӗн 26-мӗшӗнче Хусанти информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗнче иртнӗ «VOL_Skills» конкурсӗнче I – III вырăнсем çӗнсе тивӗçрӗç.

Конкурсра кашни вӗрентӳ учрежденийӗн чысне 10-шар çынран тăракан команда хӳтӗлерӗ. Вӗсен уйăх тăршшӗпе темиçе ӗç те пурнăçлама тивнӗ: хăйсен вӗренӳ заведенийӗнче WorldSkills темин пространствине йӗркелеме, сӗннӗ темăсемпе сăнӳкерчӗксем, видеороликсем ӳкерме, волонтер акцине ирттерме. Паллах, пултарулăх концерчӗсемсӗр те иртмен.

Çапла вара 1-мӗш вырăна Хусанти педагогика колледжӗ, 2-мӗш – Хусанти информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗ, 3-мӗш – Арскри педагогика колледжӗсем йышăннă. Шăпах вӗсем пулӗç те  кăçал августăн 22-27-мӗшӗсенче Хусанта иртекен WorldSkills тӗнче чемпионачӗн волонтерӗсем. 4 тата 5-мӗш вырăн йышăннă Нурлатри аграри техникумӗ, Çырчаллипе Анат Кама педколледжӗсен студенчӗсен те волонтер пулса курма май пур, вӗсем кăшт маларах, май уйăхӗнче WorldSkills чемпионатăн Хусантах иртекен Раççейри тапхăрне хутшăнӗç. (Сăнӳкерчӗк nurlat-rt.ru сатран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019