Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫченсен ялавӗ ҫӗршывпа утать

Ун пек мешехе район пуҫлӑхӗсӗр иртмест, паллах.

Интернет алхаснӑ вӑхӑтри кахал ҫамрӑксен чи пӗлтерӗшлӗ аппаланӑвӗ - кунӗпе телефонра чакаланса ларасси пулсан,  ӗҫ профессийӗсене пропагандӑлакан Вордскилс юхӑм пачах урӑх енне илсе кайса ҫитӗнӳсем тума чӗнет. 
Хусанта часах Вордскилсӑн 45-мӗш Тӗнче чемпионачӗ иртет. Ӑна хатӗрленсе ӑмӑртӑвӑн ялавне кашни муниципалитета ҫитереҫҫӗ йӗркелекенсем. Ҫапла Мӗслӗм районӗнче те июнӗн 14-мӗшӗнче ялава  чаплӑ лару-тӑрура ҫӗклерӗҫ. 

Ун пек мешехе район пуҫлӑхӗсӗр иртмест, паллах. Рамиль Муллин тата чемпионатӑн йӗркелӳ комитечӗн представителӗсем ялав ҫине Мӗслӗм районӗн гербне ҫӗлесе хучӗҫ.  Хӑнасем район ҫыннисене WorldSkills 2019 уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ, вӗсене Хусанти чемпионатӑн талисманӗсем Алтынпа Алмаз пуканесем пулӑшрӗҫ. Вӗсем ҫын ҫӳллӗш пулнӑран талисмансемпе сӑн ӳкерӗнес текенсем питӗ нумайӑн пулчӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019 WorldSkills