Чи илемлӗ вырӑн – ҫуралнӑ кил
Республикӑри чи илемлӗ вырӑнсене пропагандӑласа вӗсем ҫинчен соцсетьсенче каласа паракан активлӑ ҫамрӑксем пурри питӗ кӑмӑла ҫӗклет
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑра уншӑн чи ҫывӑх кӗтес ӑҫта вырнаҫнине каланӑ. Ҫакна вӑл "Тутарстан историйӗсем" проекта хутшӑнакансене пӗлтернӗ.
"Маншӑн чи ҫывӑх вырӑн – эпӗ ҫуралнӑ вырӑн. Вӑл Рыбно-Слободски районӗнчи Ҫӗнӗ Арыш ялӗ ҫумӗнчи кардон. Эпӗ ҫулталӑкне пӗр хутчен те пулин унта пулма тӑрӑшатӑп. Халӗ унта утар, вӑрман, ҫуртсем ҫук. Ун пек чуна ҫывӑх вырӑнсем нумай. Ҫав шутра эпӗ ӳснӗ Саба районӗнчи Лесхозра та. Ҫапах эпир пиччепе ҫуралнӑ вӑрманти ҫав вырӑн чи кӑмӑллӑ та асамлӑ", – каласа панӑ ТР Президенчӗ.
Рустам Минниханов пухӑннисене "Тутарстан историйӗсем" проекта пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.
"Республикӑри чи илемлӗ вырӑнсене пропагандӑласа вӗсем ҫинчен соцсетьсенче каласа паракан активлӑ ҫамрӑксем пурри питӗ кӑмӑла ҫӗклет. Пирӗн Тутарстан питӗ илемлӗ вӗт. Хитре ҫутҫанталӑк, аталанакан экономика, ҫапах чи пӗлтерӗшли – ҫынсем, – тесе палӑртнӑ вӑл.
"Тутарстан историйӗсем" ("Истории Татарстана") — республика тӑрӑх илсе ҫӳрекен видеогид.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев