Чи лайăх комбайнера CHEVROLET NIVA автомобиль панă
Районăн чи пысăк кăтарту тунă комабайнерне вара район укçан премипе кăна хавхалантарас темен курăнать, CHEVROLET NIVA автомобиль хатӗрленӗ.
Çӗнӗ Шуçăм районӗнче çак кунсенче иртнӗ район канашӗн сессийӗнче «Чи лайăх комбайнер – 2018» республика тата район конкурсӗсене пӗтӗмлетнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Район администрацийӗн пуçлăхӗ Вячеслав Козлов тырçие лайăх вӗçленӗ ятпа механизаторсене кăна мар, хӗрӳ вăхăтра вӗсен сывлăхне тӗрӗслесе тăнă медицина ӗçченӗсемпе кăмăл-туйăма çӗклеме пулăшнă культура ӗçченӗсене те тав тунă. Ку та тӗрӗс, вӗсем те хăйсенчен пай кртнӗ вӗт. Çанталăк кăçал питех савăнтармарӗ пулин те, районăн кăтартăвӗсем япăх мар, пӗтӗмпе 103 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Хирте тата йӗтемсем çинче кунсерен 500 ытла çын тăрăшнипе пулнă ку.
«Чи лайăх комбайнер» республика çӗнтерӳçисем районта пурӗ 8-ăнах. Вӗсене республика ертӳçисем маларах шантарнă пекех, 30 тата 50-шар пин тенкӗ укçан премипе чысланă. Районăн чи пысăк кăтарту тунă комабайнерне вара район укçан премипе кăна хавхалантарас темен курăнать, CHEVROLET NIVA автомобиль хатӗрленӗ. Çапла вара «Кулон»«Агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн комбайнерӗ Исхак Назипов çав кун киле вӗр-çӗнӗ автомобильпе таврăннă. Вăл çак парнене АКРОС–580 комибайнпа 2291 тонна тырă çапса тивӗçнӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев