Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Ене пилӗк ача ашшӗ ертсе пырӗ

Олег Алексеевич Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнчен

 

Январӗн 29-мӗшӗнче Путинӑн шанчӑкне ҫухатнӑ Михаил Игнатьев хӑйӗн вырӑнне ҫухатрӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ ун тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх (ҫӗнӗ Пуҫлӑха суйличчен) пурнӑҫласа пыма РФ Патшалӑх Думин депутатне Олег Николаева явапларӗ.
Ҫулпуҫ кандидачӗ чӑваш пулни нумайӑшне лӑплантарчӗ.
Олег Алексеевич Николаев 1969 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикине кӗрекен Хӗрлӗ Чутайран 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.
1985 ҫулта Шупашкарти Строитель техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен "Предприятисен экономики тата услам ӗҫӗ" специальность илсе тухать.
1989-1991 ҫулсенче салтакра пулнӑ.
Ӗҫ биографийӗ анлӑ. 1991 ҫулта Шупашкарти "Монолитстрой" производствопа строительство пӗрлешӗвӗнче монтажникра ӗҫлет. 1992-1996 ҫулсенче "Бодигард" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре водитель пулса, "Текстильмашра" хӑрушсӑрлӑх службин специалистӗнче, "Восход-1" ТОО-ра тӗп бухгалтер пулса, унтан "Спецсвязьстрой" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре тӗп бухгалтерта ӗҫлет.
1996-2000 ҫулсенче "Телефон строй" хупӑ акционерлӑ обществора директор ҫумӗнче, 2000-2002 ҫулсенче Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗн директорӗнче, 2002-2004 ҫулсенче ЧР экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствин услам ӗҫне аталантаракан департаментӑн пуҫлӑхӗнче, унтан министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
2004-2008 ҫулсенче "Телефонстрой" директорӗн ҫумӗ, "АЛЗА" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре директорӑн экономикӑпа финанс енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2008-2009 ҫулсенче Олег Николаев Мускаври Халӑхсем хушшинчи сотрудничество центрӗн директорӗ – "Раҫҫейри регионсен банкӗсен ассоциацийӗн"  коммерцилле мар организацин халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусен центрӗн директорӗ. 2009-2013 ҫулсенче Мособлбанкӑн Шупашкарти 19 номерлӗ филиалӗн директорӗ. 2011 ҫулта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланать. 2013-2015 ҫулсенче" Открытие" банкӑн проектне ертсе пырать, каярах «Ханты-Мансийский банк Открытие» проекта ертсе пырать.
2015 ҫулта "Справедливая Россия" партирен Шупашкар хулинчи депутатсен пухӑвне суйланать, мандат илме килӗшмест. Ҫав вӑхӑтрах ЧР Пуҫлӑхӗн суйлавӗсенче хутшӑнать, унта Михаил Игнатьевран иртеймест.
2016 ҫулта "Справедливая Россия" партирен РФ Патшалӑх Думине суйланать. Январӗн 22-мӗшӗнче ӑна Патшалӑх Думинчи Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартаҫҫӗ. Ҫак должноҫа нумайӑшӗ Николаевӑн трамплинӗпе танлаштарать. Мӗншӗн тесен январӗн 29-мӗшӗнче ӑна ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама сӗнчӗ Президент.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Желаем больших успехов!!!