Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш эстради ҫинчен пӗр-ик сӑмах

Эстрадӑна ҫак шая антарса лартакансем сасӑсӑр юрӑҫсем кӑна мар, вӗсен юррисене эфира кӑларакансем те

Интернетра чӑваш эстрада артисчӗсене "чӳхекен" ушкӑнсем пайтах. Нумайӑшне леккелет унта анонимлӑ авторсенчен. Социаллӑ сетьсенче нумай подписчик пуҫтарнӑ ҫӑлтӑрсенчен хӑшӗсем хӑйсем ҫинчен начар ҫыртарасшӑн мар. 

Ман шутпа тӗрӗсне – ҫырмаллах. Чӑвашла юрлама тӑрӑшакан пули-пульми, сасӑсӑр юрӑҫсем эстрадӑра илемлӗ юрлакансене вырӑн памасӑр (мӗн пур зала концертсемпе йышӑнса хураҫҫӗ) чӑваш юрӑ культуринчен нумай-нумай ҫамрӑка пистереҫҫӗ. Каҫарӑр та, вӗсене хӑйсене "ун пек калхозпа шайлаштарма западло" (юлащки сӑмахӑн чӑвашла аналоге тупаймарӑм). Ҫакна час-часах итлетӗп хӑйшӗн-хӑй тӑраякан  продвинутый чӑваш ачисенчен. Вӗсем чӑвашах пулса ӳсӗҫ-ши? Иккӗленӳллӗ. Кӑкшӑмне укҫа тултаракан тава тивӗҫҫӗр артистӑн ун ҫинчен шутлама вӑхӑт ҫук: шӳтсем – пилӗкрен аяларах, юрӑсенче – сӗт тӗслӗ гелентваген. Васкать вӑл. Унӑн тата хӑйӗнчен вӑйсӑртарах пӗр-ик юроаканӑн пичӗсене 150 тенкӗлле ялта курасшӑн.

Анчах чи хӑрушши кунта вӑл мар. Ытти ачасен хушшинче сасӑсӑр артистсене эталон вырӑнне хуракансем те пур. Шкулти учителӗсем пулӑшаҫҫӗ-ши кунта, е хӑйсем, пӗлместӗп. Ҫапах вӗсем "кумирӗсем" паракан безвкусицӑна лайӑх тесе йышӑнаҫҫӗ, тӗслӗхе илеҫҫӗ. Пуҫланать вара пӑнтӑхнӑ винегрет... Ҫвезда хӑй те юрлаймасть, тата ун пек пуласшӑн, хускаланасшӑн, юрласшӑн ачасем чӑвашла тӑхӑнса, микрофон тытса сцена ҫине тухаҫҫӗ "ҫапла юрласан тӗрӗс" тесе. Ҫакӑ пирӗн (ӑна сцена ҫине кӑларакансен, ачана мухтакансен, залра курса ларакансен) чи пысӑк йӑнӑшӗ. Ун пек тумӑттӑмӑрччӗ – урӑх чӑвашла юрлакан ача ҫук, ялта демографи... Плинтус патнех ҫитетпӗр вӗт кун пек ана-ана. 

Эп нумай курнӑ ҫавнашкал чӑваш ачи-хӗрӗсен конкурсӗсене. Искусстворан питӗ инҫе тӑраҫҫӗ, мӗн каламалли. 

Пирӗн вара вӗсем тӑван чӗлхепе юрланишӗн савӑнмалла. Тӑван культурӑна аталантаратпӑр тесе отчётсем ҫыратпӑр, веҫ аван.

Ан тӗлӗнӗр вара чӑваш халӑхӗ ҫапла хӑвӑрт чакса пынинчен. Ӑна чакма кӑкшӑмне нухрат тултаракан ӑҫтиҫук юрӑҫсем питӗ аван пулӑшаҫҫӗ. Енчен те ҫаксем кумира тухрӗҫ пулсан, ӑслӑ-тӑнлӑ, юрӑ искусствинче ӑнланакан, вкус пур чӑваш ҫыннисем тӑван халӑх культуринчен инҫерех те инҫерех пӑрӑнса пыраҫҫӗ. 

Эстрадӑна ҫак шая антарса лартакансем сасӑсӑр юрӑҫсем кӑна мар, вӗсен юррисене эфира кӑларакансем те. Вӗсем пулӑшнипе чапа тухаҫҫӗ хӑлхи ҫинче упа кӗтӗвӗ сике-сике ташланӑ юрӑҫсем. 

Ҫавӑнпа та юрлас енӗпе талант (вокал, слух) ҫук ҫынсем чӑваш эстрадине ют ҫӗршыв юрӑҫӗсенчен кӗвӗ вӑрласа юрлакансенчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ тесе шутлатӑп. 

Тен, вӗсен тамада кӑна пулсан лайӑхрах?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Асӑннӑ палӑртӑва ҫирӗплетме пулать, Вӑл пулнӑ,пулать Те,юлать Те, чӑркӑшмалли хирӗҫмелли тӗслӗх пулӑшу параймасть. Сӑлтавӗ:-ҫамрӑксем урӑхла май пӗлмеҫҫӗ, пӗлейменнин чӑрмавлӑхӗ Аслисен пулӑшӗвӗ ҫителӗксӗрри.Ҫителӗксӗррисӗр пуҫсӑр, Вӗсем хӑйсем Те тавҫӑраймаҫҫӗ. Хырӑм выҫҫине пула, тытӑнса тӑмашкӑн, вӑрлама та тивет. Ӑнланӑр, Халлӗхе урӑхла ҫӗнӗллӗх улшӑнуллӑхӗ Пулӑнаймасть! Тепӗр тӑватӑ ҫулсӑр) Кӗтӗр те мӗн пуррипе ҫырлахӑр! Ӑнӑҫу Сире!

    • аватар Без имени

      0

      0

      Константин , эсир кун пек чаваш эстрадишен касакланни - паллах-пите лайах. Анчах та, кама е менле пулама тиркене чух, хаваран та терес чавашла сырма тарашмалла. ?