Коронавирусшӑн должноҫсем те, сумлӑх та ҫук
Паян кӑнтӑрла Шупашкарта РФ Патшалӑх Думин депутатне Валентин Шурчанов коммуниста юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Каҫ тӗлне тепӗр хурлӑхлӑ хыпар интернетра сарӑлчӗ – Лев Кураков вилнӗ. Шёл пулин те аслӑ ҫулти икӗ ҫын та коронавируса ҫӗнтереймен.
65 ҫултан аслӑраххисем валли уйрӑм изоляци режимӗ пӑхӑннине шута илмерӗҫ-тӗр ҫав шурсухалсем. Депутатӑн та, ЧР Халӑхсен Ассамблеин ертӳçиин должноҫӗ те ҫын ҫинче ҫӳремеллисем. Шурчанов 74-па пынӑ, Кураков 77-ре пулнӑ.
Ҫак икӗ ҫын та тӗрлӗ вӑхӑтра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗнче ӗҫленӗ.
Анчах та коронавирусшӑн должноҫсем те, сумлӑх та ҫук.
Нет комментариев