Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çил-тăвăл вăхăтӗнче 11 çынна çăлнă Павел Матвеева наградăланă

Ӗнер Ешӗлвар районӗн пуçлăхӗ Михаил Афанасьев нумай пулмасть пирӗн тăрăхра алхаснă çил-тăвăл вăхăтӗнче 11 çынна çăлнă Павел Матвеевпа тӗл пулнă, тесе пӗлтерет Ешӗлвар район администрацийӗн пресс-служби.

Аса илтеретпӗр, июлӗн 29-мӗшӗнче Павел Матвеев, Шывра инкек тӳсекенсене çăлакансен обществинче тăраканскер, малтан тăватă çынран тăракан çемьене хăтарнă, унтан путма пуçланă тепӗр 7 çынна çăлнă.

Михаил Афанасьев паттăр çăлавçа Ешӗлвар районӗн пуçлăхӗн Хисеп хучӗпе, 50 пин тенкӗ премилӗх сертификат тата шыв витмен çӗнӗ смартфон парса чысланă. Смартфонӗ питӗ вăхăтлă та вырăнлă пулса тухнă, мӗншӗн тесен çав асар-писер кун Павелăн телефонӗ шыва ӳксе юрăхсăра тухнă.

«Тӗлпулăва чӗнни маншăн кӗтмен çӗртен пулчӗ, анчах питӗ кăмăллă. Манăн ӗçе çапла пысăка хурса хакласса шутламан та. Çил-тăвăл вăхăтӗнче инкеке лекнисене хăтарнă хыççăн çынсенчен питӗ нумай ăшă сăмах илтрӗм. Çав шутра, пӗр палламан çынсенчен те. Çакăн пек тӗрев пани малалла та тăрăшса ӗçлеме хавхалантарать», – тенӗ Павел.

Тӗлпулăва хутшăннă 8-мӗш номерлӗ пушарпа çăлав отрячӗн пуçлăхӗ Зуфар Халиуллин вара Раççейӗн чрезвычайлă лару тăрусен енӗпе ӗçлекен ведомствине Павел Матвеева Раççей МЧСӗн «Шывра путакансене çăлнăшăн» медалӗпе наградăлама ыйтса çыру çырасси пирки пӗлтернӗ. Павел кун пек наградăна чăннипех тивӗçлӗ.  

Ешӗлвар район администрацийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев