Çиллӗ пулни хӗл хаяр пуласса
• Чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федор тата Екатерина. Çак кун йӗпе пулсан, юр çусан декабрӗн 4-мӗшӗчченех çапла пулать. Çиллӗ пулни хӗл хаяр пуласса. Çак кун мӗнле – хӗл çапла.
• Чӳк уйăхӗн 25-мӗшӗ – Иоанн. Çак кун юр çуса йывăçсем çине ларчӗ-тӗк – çӗр çинчи юр çуркуннеччен тек ирӗлмест. Ку кун мӗнле – раштав уйăхӗн пуçламăшӗ те çапла. Çерçисем хытă шавлани – ăшăтасса.
• Чӳк уйăхӗн 26-мӗшӗ – Иоанн Златоуст, Юрий. Юр чарăна-чарăна çăвать – çанталăк пăсăласса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăлкăшса çунаççӗ – юрлă тата çиллӗ çанталăк пуласса.
• Чӳк уйăхӗн 27-мӗшӗ – Филипп. Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан – çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать. Тӳпере «суя» хӗвел курăнни – сивӗтессе. Йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул сӗлӗ ăнса пулать, çумăр çăвать-тӗк – тулă.
• Чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗ – Гурий. Хӗвел ирпе хӗрелсе тухсан – çил-тăмана. Çак кун çиллӗ пулсан раштав уйăхӗн варриччен çиллӗ пулать. Енчен те çерçисем тӗк-мамăк пуçтарса йăвисене ăшăтаççӗ – кӗçех сивӗтет.
• Чӳк уйăхӗн 29-мӗшӗ – Парамон, Матвей. Пӗлӗтсем самай аялтан шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе. Çак кун мӗн чухлӗ ăшăрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех пулать.
• Чӳк уйăхӗн 30-мӗшӗ – Андрей, Григорий. Ку кун хӗлле çанталăк мӗнле пуласса кăтартать. Кӗркунне ăшă та типӗ пулчӗ-тӗк – çуркунне çумăрлă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев