Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай ЧНКЦ ертӳçине суйларӗ

Чистайсем районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи пулма Петр Валентинович Плотниковах шанчӗç.

 – Чистай чӑвашӗсем Петр Плотников полномочийӗсене малалла тӑсрӗҫ. Анат Кӑтрата шкулӗн директорӗ темиҫе ҫул тӑтӑш районти Чӑваш наципе культура центрне ертсе пырать. Чистайри "Восток" Культура керменӗнче чӑваш концерчӗ умӗн иртнӗ пухӑва 200 ҫын хутшӑнчӗ. Унта хуларисемсӗр пуҫне Анат Кӑтрата, Донауровка, Юлдуз, Ишельел ялӗсенчи чӑвашсем те пурччӗ.


Пухӑва хутшӑннӑ ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев малтан суйлав ӗҫӗсене урӑх кун та ирттерме май пурри ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах сайра пуҫтарӑннипе пуху районти чӑваш ертӳҫине ҫак каҫ суйлама хирӗҫ марччӗ. Альтернативӑллӑ кандидатурӑсем ҫуккине кура, Константин Малышев Чистай районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи пулма Петр Плотниковах сӗнчӗ.
Ҫынсем ӑна пӗр саслӑн тӗрев пачӗҫ. Хирӗҫ сасӑлакан пулмарӗ. Ҫакӑ Чистай районӗнчи чӑвашсем Петр Валентиновича ӗненнине пӗлтерет. Ҫитес пухӑва хутшӑнакан халӑх ҫӗнӗрен суйланнӑ председатель Чистай районӗнчи ЧНКЦ Канашне кӗме сӗнекен кандидатурӑсене сӳтсе явса ҫирӗплетӗ.
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулхи март уйӑхӗнче ТР ЧНКА Канашӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртмелле. Унччен кашни районти Чӑваш центрӗ хӑйӗн йышне ҫӗнетсе председатель суйламалла. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана