Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖÇКЕ ПУЛА МАШИНĂСĂР ЮЛНĂ

Халăха массăлла хыпар хатӗрӗсем урлă руль умне ӳсӗрле ларни мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки аса илтерсех тăрсан та çул-йӗр правилисене пăсакансем тупăнсах тăраççӗ. Автомобиль унпа усă курнă вăхăтра пысăк хăрушлăх çăлкуçӗ пулма пултарассине те илтмен мар вӗт çынсем. Пӗр-пӗр çын руль умне ӳсӗрле е наркотикпа анранă хыççăн ларни ыттисемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать.

Аксу районӗн судӗнче çулталăк пуçланнăранпа РФ Уголовнăй кодексӗн 264.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (руль умне пӗрремӗш хут кăна мар ӳсӗрле ларнăшăн) тăватă уголовнăй ӗç пуçарнă. Айăпланакансене пурне те палăртнă вăхăта транспорт хатӗрӗпе усă курассинчен хăтарса обязательнăй ӗçсем пурнăçлаттармалла тунă. Кунсăр пуçне пуçарнă икӗ ӗç тăрăх законлă вăя кӗнӗ нормăна (преступлени тунă чух усă курнă транспорт хатӗрӗ пирки каланă унта) шута илнӗ. 

Çапла вара суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, Меречен ялӗнче пурăнакан 52-ри арçыннăн «Шевроле Нива» маркăллă автомобильне, преступлени тунă чух усă курнăскере, РФ УК 264.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, патшалăх шутне конфискациленӗ. 

Çӗнӗ Александровка ялӗнче пурăнакан 62-ри пенсионерăн та приговор вăя кӗрсен çакнашкал преступлени тунăшăн хăйӗн «Renault Sandero» машинипе сыв­пуллашма тивӗ. 

Аксу район сучӗн пресс-служби. 

 

СУЯ ДОКУМЕНТПА ӖÇЕ ВЫРНАÇАСШĂН ПУЛНĂ

Нурлат район сучӗ РФ УК 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе приговор йышăннă. Суд ларăвӗнче паллă пулнă тăрăх, айăпланакан харпăр хуралçăн суя удостоверенине тутарнă та ӗçе вырнаçас тӗллевпе кадрсен уйрăмӗн пуçлăхӗ патне пынă. 

Суд ăна суя удостоверенипе усă курнăшăн çӳлерех асăннă статьяпа айăп­ланă, ӗçӗн лару-тăрăвне, айăпне йышăннине шута илсе тăватă уйăхлăха ирӗклӗн тухса çӳреме чарнă, тӗрлӗ тивӗçсене пурнăçламалла тунă: Нурлат районӗн территорийӗнчен тухмалла мар, патшалăхăн ятарлă органне пӗлтермесӗр пурăнакан вырăна улăштармалла мар. 

Кăмăла каякан ӗçе вырнаçма ятарлă пӗлӳ кирлех çав, суя документпа инçе каяймăн.

Галина БАХТИЯРОВА,

Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи. 

 

КИЛӖШӲ ТУРĂН-ТĂК – ПУРНĂÇЛА

А. гражданка хăйӗн икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне сутма шутланă. Вăрах шухăшламасăр вăл хулари чи паллă куçман пурлăх агентствине пынă. Енсем килӗшӳ тунă. Унта çырнă условисемпе килӗшӳллӗн агентство право тӗлӗшпе тӗрев пама, документсем пуçтарма, куçман пурлăх объектне рекламăлама, унтан 150000 тенкӗлӗх сделка тума шантарнă. Паллах, ку пӗчӗк укçа мар, ку суммăна сутаканăн харпăрлăх прави агентство тупса панă туянакана куçнă хыççăн тӳлемелле пулнă. 

 

Ӗçӗ йӗркеллех пынă темелле-ха. Килӗшӗве июнь уйăхӗнче çур çуллăха тунă. Агентствăра ӗçлекенсем те кӗрӗк арки йăваласа ларнă тееймӗн, анчах вăхăт шунă та шунă, хваттере туянакан тупăнман. Виçӗ уйăх çурăран агентство ЕГРН выпискинчен А. гражданка хваттерне хăй тӗллӗн, вӗсене пӗлтермесӗр, паллă мар çынна сутса янине пӗлнӗ. Анчах та тумалли ӗçсенчен чылайăшне агентство пурнăçланă-çке-ха.

Агентство явап тытакана пурнăçланă ӗçсемшӗн хăйне 90000 тенкӗ тата килӗшӗве пурнăçламаншăн штраф тӳлеттерме ыйтса суда тавăç тăратнă. Район сучӗ ӗçе тӗплӗн тишкерсен çапла пӗтӗмлетӳ тунă: РФ ГК 781-мӗш статйин 1-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, заказчикăн услугăсемшӗн килӗшӳре çырнă пек йӗркепе вăхăтлă тӳлемелле, тивӗçсене пурнăçлассине енсен хăйсен тӗллӗн улăштарма, РФ ГК 310-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, ирӗк çук. Туянакана хăй тӗллӗн шырама та. Асăннă пунктсене пăснăшăн килӗшӳре 100000 тенкӗ таран штраф тӳлемелли пирки те асăннă. 

Кунта çакна та палăртмалла: июль уйăхӗнче А. гражданкăн мăшăрӗ тавăç тăратакан патне килӗшӗве пурнăçлассине пăрахăçлама ыйтса уведомлени янă. Анчах та тавăç тăратакан килӗшмен, А. гражданка та ун пекех харпăрлăхçă, килӗшӗве унпа тунă, мăшăрӗ вара ăна пăрахăçлама пултараймасть тенӗ. 

Суд пӗтӗм лару-тăрăва шута илсе тавăçа тивӗçтернӗ, А. гражданкăна агентствăна 90 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунă. Килӗшӗве пурнăçламаншăн парăнакан штрафа 10 пин тенкӗ хăварнă. 

Çапла, шухăшламасăр тунă ӗç хăш чух çакăн пек  лару-тăру патне илсе çитерет, çавăнпа та пӗр-пӗр килӗшӳ тăвиччен çӗр хут шутла, турăн-тăк – унта мӗн çырнине пурнăçла темелли çеç юлать.

Ольга МАКСИМОВА,
Нурлат район сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев