Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗмӗрт сивви: – 5 градус таран сивӗтет

Тутарстанра −5 градус таран сивӗтет. Çакăн пирки ТР Гидрометцентрӗ пӗлтерет.

Ыран тата шăматкун, майăн 3 тата 4-мӗшӗсенче, Тутарстанра çумăр, çавăн пекх йӗпе юр çума пултарать. Çанталăк япăхланнине кура вăхăт-вăхăтпа умрине кураслăх та самай чакма пултарать, çавăнпа та инçе çула тухасран тытăнса тăрсан аванрах пулӗ çак кунсенче. Çил вăйланать — çеккунтне 15 — 20 метр хăвăртлăхпа вӗрет. 


Эрнекун сывлăш температури 0-тен пуçласа +2 градус таран, вырăн-вырăнпа —3 градус таран анма пултарать. Шăматкун кăнтăрла сывлăш температури 3 — 8 градус, çӗрле 0-тен пуçласа −5 градус таран. Çулсен çийӗ пăрлакланма пултарать. 


Çитес эрнен пӗрремӗш çурринче те сивӗ пулать-ха, çумăр е юр çума пултарать, тесе пӗлтереççӗ синоптиксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев