Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул тӗлне Светлана Асаматран чăваш шкулӗсене парне

Çак кунсенче пирӗн пата редакцие Шупашкартан чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат шăнкăравласа ырă хыпар пӗлтерчӗ.

Çак кунсенче пирӗн пата редакцие Шупашкартан чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат шăнкăравласа ырă хыпар пӗлтерчӗ. Вулакансен хушшинче ăна пӗлмен çын çук пулӗ. Чăваш халăх культурин, музыка искусствин, чăваш литературин  аталанăвне вăл питӗ пысăк тӳпе кӗртнӗ. Çавна май сумлă ятсем нумай унăн –  ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Писательсен, Раççей журналисчӗсен союзӗн пайташӗ, Ульяновск облаçӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çеçпӗл Мишши, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ тата ытти те. «Сувар» хаçатпа та тачă çыхăнура тăрать Светлана Васильевна. Пӗлтӗр çулла эпир Çеçпӗл Мишшине халалласа музыкăпа поэзи фестивальне ирттертӗмӗр. Светлана Василевна тăрăшнипе Шупашкарти Çамрăксен театрӗн артисчӗсем, поэт ячӗллӗ музейран Антонина Андреева килсе çитрӗç. Хăйсен енчен куравпа концерт программи хатӗрлесе пире пысăк тӗрев пачӗç вӗсем.

  • Пӗлтӗр пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ çул пулчӗ, çулталăк тăршшӗпе   Çеçпӗлӗн 125-çуллăхне палăртса тӗрлӗ мероприятисем, фестивальсем ирттертӗмӗр. Поэтăмăра халалласа çӗнӗ кӗнекесем пичетленсе тухрӗç. Пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ Çеçпӗл те хăйӗн хăватне тутар тăрăхӗнче туптанă, уйрăмах Теччӗре ӗçленӗ тапхăрта, Хусана та час-час пырса çӳренӗ вăл. Çавăнпа манăн та Тутарстанри чăваш шкулӗсене хам кӗнекесене парнелес килчӗ, вырăслисем те, чăвашлисем те пур унта. Парне тума Шупашкарти «Элком» предприяти директорӗ Константин Юрьевич Леонтьев пулăшнипе май пулчӗ. Вăл хăй те Çеçпӗл ентешӗ. Çӗнӗ çулта манран парне пултăр чăваш шкулӗсене, ачасем кӗнеке вулаччăр, терӗ Светлана Васильевна.

Светлана Асамат парнеленӗ кӗнекесен хушшинче тӗрлӗ çулта пичетленсе тухнă кӗнекесем: «Чыс та мухтав сире», «Чăн сăмахăн суйи çук», «Ӗмӗр тăршшӗпе...», «Акатуй сăввисем», «Совесть», «Мысли – гости угости» тата «Чунтан», пӗтӗмпе 112 экземпляр.

 Пысăк тав çак хаклă парнешӗн чăваш халăх поэтне Светлана Асамата. Ку кӗнекесене эпир кашни чăваш шкулне çитерме тăрăшăпăр.

Сăнӳкерчӗкре Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементерпе тата ЧР Профессилле писательсен союзӗн прдеседателӗпе, çыравçăпа Сергей Павловпа.  

Ирина ТРИФОНОВА.

В.Александрова, С.Асамат архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России