2026 çулта пирӗн çӗршывра пурăнма кирлӗ чи пӗчӗк виçе 18 939 тенкӗпе танлашӗ. Вӑйпитти çынсемшӗн унăн калăпăшне 20 644 тенке çити ӳстерӗç, пенсионерсемшӗн – 16 288 тенкӗ таранччен, çул çитмен ачасемшӗн – 18 371 тенкӗ таранччен.
Танлаштарма, кӑçал пурăнмалли минимум шайӗ 17 733 тенкӗпе танлашать. Ӗçлекенсемшӗн – 19 329 тенкӗ, ачасемшӗн – 17 201 тенкӗ, пенсионерсемшӗн – 15 250 тенкӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев