Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чӑн Чӑваш» клуб йĕркеленнĕренпе çулталăк çитет

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Чăн Чăваш» клубăн хăни Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Раймов пулать

Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен "Чӑн Чӑваш" клубӗн черетлӗ 36-мӗш тӗл пулӑвӗ иртни çинчен пӗлтерет Виктор Чугаров. Клуба çӳрекенсем Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи ҫамрӑксен "Хастар" пӗрлешӗвӗн пайташĕпе, мероприятисене йӗркелекен ертӳҫӗпе Ольга Никифоровăпа тӗл пулнă. Тӗлпулу вăхăтĕнче кашни ҫын хӑй ҫинчен каласа панă. Ун хыççăн клубăн хăни хӑйӗн пурнӑҫӗпе палаштарнă. «Ольга Никифорова интереслӗ конкурсем ирттерчӗ!» – савăннине пытарман чăвашла вӗренекен çамрăк. Кăрлач уйăхĕн 27-мӗшӗнче Шупашкарти "Чӑн Чӑваш" клуб йĕркеленнĕренпе çулталăк çитет. Хастарсем пурне те Наци библиотекинче 119 кабинетра 18:00 сехетре пухăнма чӗнеççӗ.

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Чăн Чăваш» клубăн хăни Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Раймов пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев