Çӗнӗ Йӗлмелӗнче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнчӗç
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун умӗн, июнӗн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса «Свеча памяти» акци иртрӗ.
Мероприятие ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, вырăнти вăтам шкул директорӗ Владимир Мискин, ял клубӗн заведующийӗ Наталья Макарова, ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков тата ялти çынсем хутшăннă.
Роберт Дружков Пӗтӗм Раççейри акцие XX ӗмӗрти чи хăрушă вăрçă çулӗсенче вилнӗ çынсене асăнса ирттернине палăртрӗ. Акци пӗрремӗш хут Санкт-Петербургра 2009 çулта, Ленинград блокадине сирнӗренпе 65 çул çитнӗ çул иртнине аса илтерчӗ. Хула çыннисене хваттерӗсенче çутă сӳнтерме, блокада вăхăтӗнче вилнисене асăнса чӳречисем çинче çурта çутма сӗннӗ.
Геннадий Карсаков вăрçă вăхăтӗнче ялтан фронта 400 ытла çын кайни çинчен каласа пачӗ. Вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ çеç таврăннă. Çӗпрел районӗнчен вăрçа кайнă 14 пин çынран 7 пине яхăн çын чӗрӗ юлнă, çурри каялла таврăнайман.
Асăну акцине хутшăнакансем вăрçăра пуç хунă ентешӗсене асăнса çурта çутрӗç. Мероприяти вӗçленсен монумент умӗнче асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç.
Геннадий Карсаков.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев