«Çӗнӗ историри чи лайăх кăтарту»
Çак сăмахсемпе Владимир Путин Тутарстана çурт-йӗр строительствинчи результатсемшӗн мухтанă
Рустам Минниханов нумай пулмасть Стратегилле пуçарусен агенствин сăнав канашӗн ларăвне хутшăннă. Ăна Раççей Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ.
«Кадр ӗçӗшӗн, наци задачисене пурнăçа кӗртекен кадрсемпе федераллă шая тивӗçтернӗшӗн сире тав тăвас килет. Эпир паян кадрсемпе ӗçлеме кирли çинчен калаçрăмăр. Ку тӗлӗшпе Тутарстан питӗ лайăх тӗслӗх кăтартать», – тенӗ Владимир Путин.
Президент палăртнă тăрăх, Тутарстан Раççей аталанăвне пысăк пай кӗртет, çав шутра строительство отраслӗнче те.
«Пӗтӗмӗшле илсен хăйӗн кăтартăвӗсене çӗклет. Çакна ман уйрăмах палăртас килет – Тутарстанран тухнă специалистсем, мӗн пур комплекс хастар тăрăшнипе, пӗлтӗр çурт-йӗр строительствинче калама çук лайăх çитӗнӳсем турӗç», – тесе палăртнă Владимир Путин.
«2022 çулти строительство калăпăшӗсен кăтартăвӗ – Раççейӗн çӗнӗ историйӗнче чи лайăххи. Пирӗн çӗршывра советсен вăхăтӗнче те кун пек кăтартусем, ман шутпа пулман», – хушса каланă Раççей Президенчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев