Çӗнӗ купюра çинче – Хусанти Сююмбике башни
Паянтан Раççейре 1 пин тата 5 пин тенкӗлӗх çӗнӗ банкнотăсем çаврăнăша тухнă. Çакăн пирки РФ Тӗп банкӗн председателӗн çумӗ Сергей Белов «Россия сегодня» МИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Çӗнӗ банкнотăсем майӗпен укçа çаврăнăшне кӗрсе халь усă кураканнисемпе тан хăйсен вырăнне йышăнӗç. 1997 çулта тухнисем, кивелсе пынăçем, майӗпен укçа çаврăнăшӗнчен тухса пырӗç. Вӗсене çӗнӗ йышши модернизациленӗ банкнотăсем ылмаштарӗç. Спикер каланă тăрăх, халӗ Раççейре кивӗ йышши банкнотăсен усă курман запасӗ те çителӗклех-ха, вӗсене укçа çаврăнăшне кăларма çеç хатӗрленеççӗ.
Сăмах май, паян РФ Тӗп банкӗ çӗнӗ банкнотăсемпе те паллаштарнă. Вӗсем çинче халӗ Атăлпа Урал тăрăхӗнчи паллă вырăнсене сăнланă. Тӗслӗхрен, 1000 тенкӗлӗх çӗнӗ купюра çинче Хусанти Сююмбике башнине курма пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев