Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Мускав çулӗ 6 район урлă иртет

Мускав – Чулхула – Хусан çӗнӗ трасса Кайпăç, Апас, Тури Услон, Камско-Устьински, Лайăш тата Пӗтреç районӗсем урлă иртет. Икӗ пая пайланакан çула Атăл урлă хывакан çӗнӗ кӗпер пӗрлештерет.

Тата темиçе çултан автомобилистсем Мускава çил пек хăвăрт вӗçтерсе çитӗç, 729 çухрăма тăсăлакан Мускав – Хусан пысăк хăвăртлăхлă çӗнӗ çул сараççӗ. Ун тăрăх машинăсем сехетне 120 километр хăвăртлăхпа пырӗç. Мускав – Чулхула – Тутарстан çӗнӗ автоçул республикăн Кайпăç, Апас, Тури Услон, Камско-Устьински, Лайăш тата Пӗтреç районӗсем урлă иртет. Республикăра пӗтӗмпе 133 çухрăма тăсăлать.

«Çӗнӗ автомагистраль М7 трассăпа паралельлӗ иртет. Пурте каланă пек, кивӗ М7 çул участокӗн реконструкцийӗ мар вăл, çӗнӗ çул. Тутарстанра Кайпăç районӗнчен пуçланать»,– тесе пӗлтернӗ ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Артем Чукин «Татар-информ» ИАна панă интервьюра. Вăл каланă тăрăх, çӗнӗ трасса Р-241 Хусан – Пăва – Ульяновск, Р-239 Хусан – Оренбург çулсем урлă иртсе Чакак тăвӗ – Шали (М-7 юппи умӗн) патне тухать. Шăпах çакăнта вӗçленет те çулăн Тутарстанри участокӗ. Çӗнӗ çул республикăра икӗ пая пайланать, вӗсене Лайăш патӗнче Атăл урлă хывма палăртнă кӗпер пӗрлештерӗ. Автомагистраль 1-мӗш техника категориллӗ, урăхла каласан 4 (кашни енне икшер) полосаллă пулать. Пысăк хăвăртлăхлă çула «Европа – Хӗвеланăç Китай» халăхсем хушшинчи транспорт коридорӗпе килӗшӳллӗн сарасси паллă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев