Çӗнӗ пульница пациентсене йышăнма тытăннă
Пурӗ объектăн хакӗ 1,8 млрд тенке кайса ларнă
Ӗнер Хусанта Республикăри клиника инфекци пульницин çӗнӗ корпусне уçрӗç. Чаплă мешехене Раççей сывлăх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хутшăннă.
Михаил Мурашко палăртнă тăрăх, çак пульница Раççейре кӗске вăхăт хушшинче «супертемсемпе» тунă 22-мӗш объект. Çак пульницари оборудованипе препаратсен ытларах пайне хамăр çӗршыврах туса кăларни те савăнтарать чиновника.
Тăватă хутлă монолит-кирпӗчрен тунă сывату çуртӗнче 232 койка вырнаçтарнă. 15 пин таваткал метрлă сыватмăша 100 кунра туса пӗтернӗ. Рустам Минниханов строительсене питӗ мухтанă. Вăл çӗнӗ инфекци корпусне хута янипе республикăри чылай пульница пациентсене планпа йышăнма пуçласси çинчен пӗлтернӗ.
Çӗнӗ пульницана хальхи йышши медицина оборудованийӗпе тивӗçтернӗ: ИВЛ аппарачӗсемпе, компьютер тамографӗсемпе, рентген, эндоскопия, УЗИ тумалли тата ытти аппаратсемпе. Пурӗ объектăн хакӗ 1,8 млрд тенке кайса ларнă.
Паян çӗнӗ корпуса пациентсе илсе килме пуçлани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Альмир Абашев пӗлтерчӗ.
«Миçе çын иккене эпӗ сире калаймастăп, çапах пациентсем унта пур», – терӗ спикер.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев